АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Халăх пурнăçне лайăхлатассишĕн

09:24 24 апреля 2015 г.

 

Апрелĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашĕн черетлĕ 30-мĕш сессийĕнче Министрсен Кабинечĕн иртнĕ çулта ĕçленин результачĕсем çинчен отчет тунă.

Вĕрентỹ, сывлăха сыхлас ĕç, социаллă политика, спортпа культура валли 2014 çулта 32,7 млрд тенкĕ (2013 çулта - 31,2 млрд тенкĕ) уйăрнă. Çакă бюджетăн мĕнпур тăкакĕсен 68,5 проценчĕпе танлашнă.

Юлашки 4 çулта республика бюджечĕн тупăшсен индексĕ 126,6 процент пулнă. Ку Раççейри вăтам кăтартуран 123,2 процент пысăкрах.

Раççей Президенчĕн май уйăхĕнчи указĕсене пурнăçласси çине пысăк тимлĕх уйăрнă. Вĕсене пурнăçлама 2014 çулта 6 млрд та 781,3 млн тенкĕ тăкакланă. Çакă умĕнхи çулхипе танлаштарсан 87,4 процент нумайрах. Уйрăм категорири ĕçченсен ĕç укçине ỹстерме 3 млрд та 89,2 млн тенкĕ усă курнă.

Ĕçсĕррисен учетĕнче тăраканнисен шайĕ 0,73 процентран (2013 çулта) 0,66 процента çити чакнă. Ку кăтартупа Атăлçи федераллă округри субъектсем хушшинче (ПФО) виççĕмĕш вырăнта. Çамрăк специалистсене аслă пĕлỹ илнĕ хыççăн ĕçе вырнаçтарассине те тимлĕхе хунă.

Республика Пуçлăхĕ ют çĕршыв инвестицийĕсене производствăна явăçтарас ыйтусемпе ĕçлени çинче чарăнса тăнă май, 2015 çул вĕçлениччен автомобиль промышленноçĕ валли трубокомпрессорсем туса кăларакан Раççейри пĕртен-пĕр завод хута каймаллине палăртнă. Çакă 400 яхăн ĕç вырăнĕ йĕркелеме май парать. Çавăн пекех Фуджикура Аутомотив яппун компанийĕпе пĕрле автомобиль промышленноçĕ валли Шупашкарта нумай шăнăрлă пралуксем кăларакан завод тăвассипе килĕшỹ тунă. Çакă та чылай ĕç вырăнĕ йĕркелеме май парĕ.

2014 çулта вак тата вăтам предпринимательствăн 7 пин субъекчĕ 572 млн тенкĕлĕх патшалăхăн тĕрлĕ пулăшăвĕпе усă курнă, вак тата микропредприятисен хисепĕ 2004 ỹснĕ.

Иртнĕ çул ял хуçалăхĕшĕн ăнăçлă пулнă. Ял хуçалăх предприятийĕсен 80 процентне яхăн çулталăка тупăшлă вĕçленĕ. Таса тупăш 1,6 млрд тенкĕпе танлашнă. Ку кăтарту 2013 çулхинчен икĕ хут пысăкрах. Агропромышленноç комплексне уйăракан патшалăх пулăшăвĕ 2,4 млрд тенкĕпе танлашнă.

Ял çыннисем ыйтнипе кăçал ялсенче вак чул сарнă çулсем 106 км тума палăртнă.

2010 çултанпа республикăра 5,5 пин ытла ветеранăн пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатнă. Кăçал вара республикăра учетра тăракан Аслă Отечествăлла вăрçă ветеранĕсене пурне те пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтермелле.

Михаил Игнатьев юлашки виçĕ çул хушшинче республикăра демографи лару-тăрăвĕ тĕлĕшпе ырă пулăмсем пуррине палăртнă. Халăх йышĕ хăй халлĕн ỹсесси 0,6 промиллепе танлашнă, пин çын пуçне ача çуралассин коэффициенчĕ - 13,9. Ку Раççейри тата Атăлçи федераллă округри вăтам кăтартусенчен пысăкрах.

Чăваш Енре пĕчĕк пепкесем вилессипе кăтартусем чи пĕчĕкки, вăл 1000 ача пуçне 4,4-па танлашнă. Çав вăхăтра Раççейре - 7,4, ПФОра - 7,2.

2014 çулта республикăра 15 ача сачĕ хута кайнă, çакă шкулчченхи учрежденисенче 5750 ача валли хушма вырăнсем тума май панă. Ку тĕллевпе 1 млрд тенкĕ уйăрнă. Кăçалхи вĕренỹ çулĕ тĕлне черетре тăракан икĕ çултан аслăрах мĕнпур ача валли садикре вырăн пулĕ.

Пĕлтĕр республикăра Пĕтĕм Раççейри олимпиадăсен юлашки тапхăрĕн çĕнтерỹçисемпе призерĕсен хисепĕ 1,5 хут ытла ỹснĕ. Республикăри 6 шкул Раççейри чи лайăх 500 шкул шутне кĕнĕ тата 5 шкул Раççейри ялсенчи чи лайăх 200 шкул йышĕнче. 30 пине яхăн ача спорт шкулĕсене çỹрет.

"Демографири ырă лару-тăру республикăн экономикăри тата политикăри тăнăçлăхне, амăшлăхпа ачалăха тивĕçлĕ пулăшса пынине çирĕплетет. Çавăнпа ашшĕ-амăшĕ ачисен пуласлăхĕшĕн ыранхи куна çирĕп шанса пурăнать",- палăртнă Михаил Игнатьев.

 

АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика