АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Иосиф Кобзон Чăваш Енре

09:22 24 апреля 2015 г.

 

Шупашкарта СССР халăх артисчĕн, Патшалăх Думин депутачĕн, Иосиф Кобзон юрăçăн концерчĕ иртнĕ. Ун умĕн Иосиф Давыдович Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа тĕл пулнă.

Иосиф Кобзон юрăç политика пурнăçĕнче палăрнă. 1990 çулта ăна СССР Аслă Канашĕн депутатне суйланă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче мире юратакансен делегацийĕсемпе тĕрлĕ çĕршывсенче пулнă. Афганистанра совет салтакĕсем валли концерт кăтартнă. 90-мĕш çулсенче чечен сепаратисчĕсемпе кĕрешес ĕçре хăйĕн тỹпине хывнă, Бараев бандипе калаçусем ирттернĕ, 2002 çулта - Дубровкăри Театр центрне тытса илнисемпе. 1995 çултанпа паянхи кунччен ăна АПШна кĕме чарнă.

Иосиф Кобзона санкцисемпе хăратаймăн. Кăçалхи февраль уйăхĕнче вăл Луганска çитсе килнĕ (иртнĕ çул вĕçĕнче Донецкра пулнă), икĕ концерт кăтартнă. Унтан "Луганск Халăх Республикин халăх артисчĕ" хисеплĕ ятпа таврăннă. Вăл Раççей Патшалăх Думин ("Единая Россия" парти тăратнă) депутачĕ, культура енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн пĕрремĕш заместителĕ, çĕршыври Еврейсен общинин федерацийĕн правленийĕн членĕ, Пĕтĕм Раççейри "Нацин сывлăх лигин" общество организацийĕн президиумĕн членĕ.

-Шупашкар тĕлĕнмелле хула. Йĕри-тавра стройка пырать. Мана Михаил Васильевич июнĕн 3-мĕшĕнче спорт керменне уçма килме йыхравларĕ. Май тупма тăрăшатăп. Маншăн культура аталанăвĕ питĕ пĕлтерĕшлĕ. Чăваш Енре культурăна, физкультурăпа спорта, патриотизмла воспитание аталантарас енĕпе пулса иртекен ĕçсем Тăван çĕршыва мĕнле юратмалли тĕслĕх пулса тăраççĕ тенĕ пулăттăм, - пĕлтернĕ Иосиф Давыдович.

(Хамăр инф.).

 

АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика