АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ответлă çынсем умĕнчи тĕллевсем

11:20 21 апреля 2015 г.

 

Тунтикун район администрацийĕн пĕчĕк залĕнче лару иртнĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке çуракине тивĕçлĕ шайра ирттерессишĕн тăрăшасси пирки сăмах хускатнă. Вăл ответлă çынсене ака ыйтăвĕсене татса панă чухне хуçалăх ертỹçисене пулăшма чĕнсе каланă.

"Пĕрлехи вăйпа эпир пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене вăхăтра акса хăварма пултаратпăр", - тенĕ Владимир Алексеевич.

Ларура çавăн пекех тавралăха тирпей-илем кĕртесси çинчен те калаçнă.

"Кашни çын тасатас ĕçре ырă тĕслĕх кăтарттăр тесе пурнăçа кĕртмелле пирĕн ку тĕллеве", - чĕнсе каланă пухăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕ Валерий Чайкин ял хуçалăх предприятийĕсенче акана тухма хатĕрленни пирки пĕлтернĕ. Выльăхсене ăнăçлă хĕл каçарас тапхăр вĕçленсе пырать районта. Асăннă пайра ял хуçалăх çыравне хатĕрленни çинчен те чарăнса тăнă.

Экономикăпа пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн ертỹçи Любовь Берилло ял тăрăхĕсенче çулсем тумалли çĕрсен пайĕсен чиккисене палăртассине хăвăртлатма сĕннĕ.

Пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене çирĕп пăхăнма кирли пирки те палăртнă. Типĕ курăка çунтарнипе çĕршывра пысăк пушарсем пулнине чылайăшĕ пĕлет ĕнтĕ.

-Кăçал Тĕмерти вăтам шкула тĕпрен юсама пăхнă, - тенĕ вĕренỹ пайĕн начальникĕ Олег Ломоносов. Ачасен çуллахи канăвне лайăх йĕркелессипе активлă ĕçлеççĕ районти вĕренỹ çурчĕсенче.

Район администрацийĕн ĕçĕсен управляющийĕ Елена Бельская, полици уйрăмĕн ертỹçи Вениамин Обаськин, надзор ĕçĕсен пайĕн начальникĕ Владимир Михайлов, "Аль" спорткомплекс директорĕ Анатолий Кириллов тата ыттисем тĕрлĕ информаци пĕлтернĕ.

Пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнас, юр ирĕлсе пĕтнĕ хыççăн тавралăха тасатас, Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 70 çул çитнине хатĕрленес ĕçсене пурнăçлас ыйтусене ялсенче вăхăтра татса пама сĕннĕ юлашкинчен район администрацийĕн пуçлăхĕ.

Г.ЕГОРОВА.

 

АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика