09:29 17 апреля 2015 г.
"1941-1945 çулсенчи Аслă Отечествăлла вăрçă ветеранĕсемшĕн тимлесси -пирĕн таса тивĕç", - палăртрĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.
Чăваш Ен ветерансене пурăнмалли çурт-йĕрпе пысăк шайра тивĕçтернипе чăннипех те мухтанма пултарать.
Унсăр пуçне, Чăваш Республикин финанс министерствин информацийĕ тăрăх, 2015 çулта çак тĕллевпе Чăваш Республикин республика бюджетĕнче федераци бюджетĕнчи субвенцисен шучĕпе 213,1 млн тенкĕ е 2014 çулхинчен икĕ хутран та ытларах пăхнă.
Ку укçа-тенкĕ 190 çынна пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерме май парĕ.
2014 çулта республикăра асăннă тĕллевсене пурнăçа кĕртме 99,3 млн. тенкĕ янă пулнă, çакă вăл Аслă Отечествăлла вăрçăн 93 ветеранне пурнăç условийĕсене лайăхлатма пулăшнă.
Пирĕн районта та пĕлтĕр 3 вăрçă ветеранĕн пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатнă, çак тĕллевпе 3 млн та 151 пин те 98 тенкĕпе усă курнă.
(Хамăр инф.).
АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии