АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Тỹлевсĕр çул çỹрев

09:27 17 апреля 2015 г.

 

Аслă Çĕнтерỹ 70 çул тултариччен вăхăт нумаях та мар. Уява тивĕçлĕ шайра ирттерессипе ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев хушăвĕпе 2013 çултах йĕркелỹ комитечĕ туса хунă. Вăрçа хутшăннисене чысласа республикăри Транспортпа çул-йĕр хуçалăх министерстви те хăш-пĕр çăмăллăхсем туса парать.

Хальхи вăхăтра пассажирсем турттаракан транспорт предприятийĕсем Аслă Çĕнтерĕве çывхартнă ветерансене кĕтсе илмелли тата пăхмалли йĕркене пурнăçа кĕртессипе тимлеççĕ. Çавăн пекех вокзалсенче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисемпе вăрçă инваличĕсен тата вĕсемпе çỹрекен çынсен тỹлевсĕр çỹремелли йĕркипе паллаштаракан стендсем уçаççĕ.

Пирĕн республикăра çу уйăхĕн 3-12-мĕшĕсенче федераци саккунĕпе килĕшỹллĕн вăрçă участникĕпе ăна илсе çỹрекен пĕр çыннăн тỹлевсĕр çỹреме май пур. Çул çỹрев йĕрки республика территорийĕнче тата ун тулашне кайма палăртнă çул çине сарăлать.

Тỹлевсĕр çул çỹрев билетне илме кассăна ветеранăн е ăна илсе çỹрекенĕн пымалла. Вĕсен çумĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннине е вăрçă инваличĕ пулнине çирĕплетекен удостоверени тата ветерана ертсе çỹрекенĕн паспорчĕ пулмалла.

Çак йĕркепе Çĕнтерỹ кунне уявлама килекен ют çĕршыв гражданĕсемпе гражданствăсăр çынсем те усă кураççĕ.

Хальлĕхе Чăваш Республикинче пурăнакан 14 ветеран Çĕнтерỹ уявне паллă тума Мускава, Санкт-Петербурга, Севастопольпе Волгограда кайма палăртни паллă.

И.ИВАНОВ.

 

АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика