09:24 14 апреля 2015 г.
Тунтикун район администрацийĕн пĕчĕк залĕнче лару иртнĕ. Унта ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене те чĕннĕ. Пухăннисем иртнĕ эрнери ĕçсене пĕтĕмлетнĕ.
Ку эрнере те тĕрлĕ мероприятисем пулаççĕ.
Ака уйăхĕн 15-мĕшĕнче района физкультурăпа спорт министрĕн пĕрремĕш çумĕ А.Яковлев ертсе пыракан информушкăн килет.
Пĕрлехи информаци кунĕнче экологи субботникĕсем, Йывăç кунĕ ирттересси, тавралăха тирпей-илем кĕртесси пирки сỹтсе яваççĕ.
Пурăнакан çурт-йĕр фондне тĕп юсав тăвасси çинчен сăмах пуçарма та манмĕç. Социаллă пенсисемпе ытти тỹлевсене 2015 çулхи ака уйăхĕнчен индексацилесси çинчен калакан ыйтусене те пăхса тухĕç. Çурхи акана хатĕрленсе мĕнле ĕçсем туса ирттерни çинче чарăнса тăрĕç.
Ака уйăхĕн 17-мĕшĕнче Тăвай енре сыснасен африка чумине пĕтерессипе, тĕрлĕ мероприяти йĕркелесе, вĕрентỹ-тренировка ирттереççĕ.
Район администрацийĕн залĕнче "Тăвай районĕн 2014 çулхи бюджетне пурнăçланин отчетне çирĕплетни çинчен" ятлă районти депутатсен пухăвĕн йышăнăвĕн проекчĕпе халăх итлевĕсем пулаççĕ. Вунă сехетре пуçланать пуху.
"Пурăн тата асту" патриотла юрăсен районти конкурсĕ пулать эрнекун.
Район администрацийĕн пĕрремĕш çумĕ, АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕ В.Чайкин çуракине хатĕрленсе мĕнле ĕçленипе тĕплĕн паллаштарнă.
Тăвай енри вĕренỹ учрежденийĕсенче патшалăхăн пĕтĕмлетỹ аттестацине ирттерме хатĕрленеççĕ.
Ĕçлев сыхлавĕн уйăхлăхĕ пырать районта, вут-кăвар хăрушсăрлăхĕн уйăхлăхĕ пуçланать кĕçех.
Планеркăра надзор ĕçĕсен пайĕн начальникĕ В.Михайлов, полици уйрăмĕн ертỹçи В.Обаськин, "Аль" спорткомплекс директорĕ А.Кириллов, выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци начальникĕ А.Шакин тухса калаçнă.
Асăннă информацисене илнĕ хыççăн район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Ванерке ответлă çынсене тĕрлĕ сĕнỹсем панă.
Юнкун пĕрремĕш информушкăн ("Чебоксарский элеватор" филиал директорĕ А.Иванов, Пĕтĕм Раççейри пурнăçа тивĕçтерекен работниксен профсоюзĕн Чăваш Республикинчи организацин председателĕ Э.Иванов, район прокурорĕ О.Ястребова, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, строительство, çул-йĕр тата коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ Т.Дьяконова) - Элпуç, иккĕмĕш (Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ, "АККОНД" акционерлă общество Генеральнăй директорĕ В.Иванов, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕ В.Чайкин) - Çĕнĕ Пуянкасси, виççĕмĕш ушкăн ("Чăваш наци музейĕ" бюджет учрежденийĕн директорĕ И.Меньшикова, культура, наци тата архив ĕçĕсен министрĕн çумĕ И.Иванов, вĕрентỹ пайĕн начальникĕ О.Ломоносов) Йăнтăрчă ял тăрăхĕсенче пулĕç. ЧР спортпа физкультура министрĕн пĕрремĕш çумĕ А.Яковлев, РФ Пенси фончĕн ЧР уйрăмĕн управляющийĕн çумĕ В.Николаев тата район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Ванерке Тăвай ял тăрăхĕнче тĕл пулусем йĕркелĕç.
Г.ЕГОРОВА.
АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии