09:33 10 апреля 2015 г.
Аслă Отечествăлла вăрçăра çĕнтерỹ тунăранпа 70 çул çитнине уявлама хатĕрленес ыйтусемпе ĕçлекен районти йĕркелỹ комиссийĕн ларăвĕ иртнĕ. Район администрацийĕн йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн уявсене ирттермелли мероприятисен планĕнчи кашни пункчĕ çинче тĕплĕн чарăнса тăнă. Уява тивĕçлипе ирттерсе ямалла. Çавна май ку е вăл ĕçсемшĕн ответлисене палăртнă.
Çĕнтерỹ кунĕ çывхарса пынă май, уявпа çыхăннă ыйтусене комиссин малашнехи ларăвĕсенче те сỹтсе явĕç.
Çавăн пекех ветерансене, инвалидсене, тыл ĕçченĕсене, вăрçа хутшăннисен тăлăх мăшăрĕсене социаллă пулăшу парасси пирки те сăмах пынă.
Р.ВАСИЛЬЕВА.
АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии