09:16 10 апреля 2015 г.
Хăрушă вăрçă çулĕсем хыçа юлаççĕ, ветерансен йышĕ те чакса пырать. Анчах пирĕн пуласлăхшăн кĕрешнĕ паттăрсене эпир нихăçан та манмастпăр, вĕсем пирĕн чĕресенче упранĕç.
2015 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕнчен Чăваш Енри Патшалăх электронлă архивĕ "Ĕмĕрлĕхе упрар" проект хатĕрленĕ. Ăна Аслă Çĕнтерĕвĕн 70 çулхи юбилейне халалланă.
Архив Чăваш Ен историйĕ пирки каласа кăтартакан фото-, фоно-, кино- тата видеодокументсене тирпейлĕн упрать. Уйрăмах 1941-1945 çулсенчи Аслă Отечествăлла вăрçă вăхăтĕнчисем хаклă. Çак проекта вăрçă ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсен çемье архивĕсенчи документсене упраса хăварас тĕллевпе йĕркеленĕ.
Кăçалхи апрелĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа июнĕн 1-мĕшĕччен çемье альбомĕнчи вăрçă вăхăтĕнчи тата хальхи сăн ỹкерчĕксене, çар билечĕсене, фронтран янă çырусене, дневниксене тата ытти материалсене архива килсе пама ыйтатпăр. Адресĕ: Шупашкар хули, И.Яковлев тăкăрлăкĕ, 12А. Тĕплĕнрех çак номерсемпе шăнкăравласа пĕлме пултаратăр: 51-03-93, 51-05-07, 52-35-15.
АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии