08:38 07 апреля 2015 г.
Ĕнер район администрацийĕнче эрнелĕх планерка иртнĕ, ăна администраци пуçлăхĕ Владимир Ванерке ертсе пынă. Вăл иртнĕ эрнери ĕçсене пĕтĕмлетсе, çывăх малашлăх задачисене палăртнă.
Ку эрнере районта пĕлтерĕшлĕ хăш-пĕр мероприятисем иртеççĕ. Апрелĕн 8-мĕшĕнче районта ялсенчи старостăсен слечĕ пулать. Çак кунах Тăвайри культура çуртĕнче хăйтытăмлăх кунне халалланă савăнăçлă мероприяти иртет.
Планерка ял хуçалăх предприятийĕсемпе организацийĕсем çурхи уй-хир ĕçĕсене епле хатĕрленнипе, Аслă Отечествăлла вăрçăра Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 70 çул çитнине кĕтсе илессипе тата ăна уявлассипе, райцентрта тата ялсенче тирпей-илем кĕртессипе тата санитарипе экологи ĕçĕсене активлă пуçăнассипе, палăксемпе Мухтав монументне пăхса тăрассипе уйрăм тимлĕх кирли çинчен каласа панисене тимленĕ. Экстренлă службăсен оперативлă лару-тăрăвĕ çинчен те информацисем итленĕ.
Вĕсем тăрăх район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке должноçри яваплă çынсене хушусем панă.
Район аталанăвĕпе çыхăннă ытти хăш-пĕр ыйтусене те сỹтсе явнă.
Г.ЕГОРОВА.
АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии