08:37 07 апреля 2015 г.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Пенза хулинче Раççей Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ çумĕнчи канаш ларăвне хутшăннă. Унта округри регионсенче пурăнмалли çурт-йĕр строительствин рынокне аталантарассине пăхса тухнă.
Михаил Бабич полпред хăйĕн докладĕнче палăртнă тăрăх, çурт-йĕр строительствин рынокĕн аталанăвне ура хуракан çивĕч ыйтусене тĕплĕн сỹтсе явни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Аталанăва хăват памалли çул-йĕр шутĕнче - экономкласс йышши çурт-йĕр строительствине пулăшасси, ипотека мелĕпе кредит парассине аталантарасси, строительство валли уйăрнă çĕр лаптăкĕсене çаврăнăша кĕртесси тата ыт.те.
Кашни çын пуçне çурт-йĕр тунине илсен Чăваш Республики (çын пуçне 0,69 тăваткал метр) округра лидерсен шутĕнче. Пĕлтĕрхи 4-мĕш кварталта округра пĕр тăваткал метр çурт-йĕр хакĕ вăтамран 45,8 пин тенке яхăн пулнă пулсан, Чăваш Енре - 42,6 пин тенке яхăн.
Строительство отраслĕнчи пысăк тата вăтам коммерци организацийĕсен тĕп фончĕсем юхăнса çитни палăрать. Чăн та, Чăваш Республикинче çав фондсем юхăннин проценчĕ чи пĕчĕкки - 38,7 процент.
Федерацин "Çурт-йĕр - Раççей çемйи валли" программи экономкласс йышши çурт-йĕр тума пулăшать. Çав программăпа Атăлçи округĕнче 25 млн тăваткал метртан кая мар çурт-йĕр хута яма палăртнă. Чăваш Енĕн 2017 çулхи июлĕн 1-мĕшĕччен 210 пин тăваткал метр хута ямалла.
Социаллă çурт-йĕр строительствине те малалла аталантармалла.
(Хамăр инф.).
АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии