АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Укçа тỹлевĕ илеççĕ

08:36 07 апреля 2015 г.

 

Аслă Отечествăлла вăрçăра çĕнтернĕренпе 70 çул тултарас умĕн Раççей Президенчĕн Указĕпе вăрçă ветеранĕсем, тыл ĕçченĕсем пĕр хут паракан укçа тỹлевне (7 тата 3 пин тенкĕ укçан) тивĕçеççĕ.

7 пин тенкĕне - Аслă Отечествăлла вăрçă инваличĕсемпе ветеранĕсем, "Жителю блокадного Ленинграда" знакпа наградăланисем, концлагерьсемпе çынсене ирĕксĕр тытса усрамалли ытти вырăнсенче пулнă çул çитмен узниксем, Аслă Отечествăллă вăрçă, Финляндипе, Японипе пынă вăрçă çулĕсенче вилнĕ çар çыннисен мăшăрĕсем, Аслă Отечествăлла вăрçă участникĕсемпе инваличĕсен тăлăх мăшăрĕсем.

3 пин тенкĕне - тыл ĕçченĕсем, 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнчен тытăнса 1945 çулхи майăн 9-мĕшĕчченхи тапхăрта 6 уйăхран кая мар ĕçленисем, вăрçă çулĕсенче хастар ĕçленĕшĕн СССР орденĕсемпе е медалĕсемпе наградăланисем, нацистсен концлагерĕсемпе тĕрмисенче пулнă чух çул çитнĕ узниксем.

Тăвай районĕнчен 435 ветеран пĕр хут тỹлеве тивĕçĕ, çав шутран 7 пин тенкĕне - 109, 3 пин тенкĕне - 326 çын.

Укçана апрельпе май уйăхĕсенче пенсипе пĕрле параççĕ.

Л.ЯКОВЛЕВА.

 

АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика