08:35 07 апреля 2015 г.
ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьевпа правительство членĕсем Кăркăс республикинчи Жалал-Абадск облаçĕнчен килнĕ делегаципе тĕл пулнă.
-Чăваш Ен - уçă регион. Эсир пирĕн предприятисемпе паллашни икĕ енлĕ хутшăнăва аталантарма пулăшĕ. Евросоюз Раççее хирĕç кĕртнĕ санкцисем Киргизипе тата НПППн ытти патшалăхĕпе тачă çыхăну йĕркелеме çĕнĕ майсем параççĕ, - тенĕ ЧР Пуçлăхĕ.
Кăркăс Республикин Правительствин Жалал-Абадск облаçĕнчи представителĕн заместителĕ Мамасалы Акматов Чăваш Енри электротехника предприятийĕсем кăларакан мĕнпур тенĕ пек продукци Кăркăсра кирлине пĕлтернĕ.
Çавăн пекех тĕлпулура малашне çыхăну йĕркелесси, тĕрлĕ килĕшĕве алă пусасси пирки калаçнă.
Т.НИКОЛАЕВА.
АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии