08:34 07 апреля 2015 г.
Юлашки çулсенче Раççейри хуласене патшалăх пулăшăвĕпе пайăррăн аталантарасси вăй илет. Кун пек çăмăллăхпа халиччен республикăри икĕ хула - Çĕнĕ Шупашкарпа Улатăр - усă курнăччĕ.
Кăçал çакăн йышши пулăшăва Канаш тивĕçнĕ - вăл Раççейри 5 монохула йышне кĕнĕ.
Иртнĕ эрнере ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев "Монохуласене аталантармалли фонд" генеральнăй директорĕпе Дмитрий Скривановпа тĕл пулнă.
Канаш инвестици проекчĕсене пурнăçлама 605,525 млн тенкĕлĕх пулăшупа усă курĕ. Пурнăçа кĕртме хальлĕхе 9-шне хатĕрленĕ. 2020 çулччен 3,7 млрд тенкĕлĕх инвестиципе усă курса Канашра 2 пине яхăн ĕç вырăнĕ йĕркелеме палăртаççĕ.
(Хамăр инф.).
АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии