АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Федераци бюджетĕнчен - 357,7 млн. тенкĕ

08:36 03 апреля 2015 г.

 

Мартăн 30-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен пуçлăхĕсемпе канашлу ирттернĕ. Малтанах республика Пуçлăхĕ РФ Правительствин хушăвĕпе Чăваш Республикине 357,7 млн. тенкĕ куçарса панине пĕлтернĕ.

Çак укçа физкультурăпа спорт объекчĕсене тума тата юсама каять. Ăна уйăрасси çинчен В.Путин Президентпа спорт министрĕ В.Мутко 2014 çулхи октябрьте Пĕтĕм тĕнчери "Раççей - спорт çĕршывĕ" форум ирттернĕ вăхăтра тĕл пулнă май килĕшсе татăлнă. М.Игнатьев палăртнă тăрăх - кризиса тата хăшпĕр инвестици проекчĕсем валли сахалрах укçа-тенкĕ уйăрнине пăхмасăрах республика пĕлтĕр килĕшсе татăлнинчен те ытларах укçа илнĕ. Укçана республика бюджетне куçарнă та ĕнтĕ, ăна 7000 вырăнлă Пăр керменне, Шупашкар хулинче регионсен хушшинчи Маунтинбайка аталантармалли центра (2 бассейна) тума, Олимп резервĕн ачасемпе çамрăксен ятарлă спорт шкулĕн спортăн хĕллехи енĕсен центрне тата "Олимпийский" стадиона юсама, Шупашкарта физкультурăпа спорт комплексне (бассейнпа), Канаш хулинче футбол площадки йĕркелеме ярĕç.

 

АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика