09:20 31 марта 2015 г.
Ĕнер, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен район администрацийĕн пуçлăхĕ çумĕнчи кăçалхи виççĕмĕш анлă ларăвĕ пулса иртнĕ. Ларăва председатель пулса ертсе пынă Владимир Ванерке март уйăхĕнчи ĕçсене пĕтĕмлетсе çывăх малашлăх валли задачăсем лартнă.
Владимир Алексеевич çавăн пекех Тăвай районĕнче иртнĕ "Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн" ыркăмăллăх акцин итогĕсене пĕтĕмлетнĕ тата районти ыркăмăллăх программăна пурнăçлама активлă хутшăннисене тата пулăшу панисене тав тунă. "Чăн та, марафона хутшăннисен хисепĕ тата ыркăмăллăх взносĕсен виçи иртнĕ çулхинчен пĕчĕкрех, çавăнпа тĕрлĕ сăлтава пула айккинче юлнисен ку эрнере тата çулталăк тăршшĕпе те çакна тỹрлетме майсем пур", - палăртнă Владимир Алексеевич.
Пĕлсе тăма: 2011 çулта районти марафон 116895 тенкĕ, 2012 çулта - 169315, 2013 çулта - 192078, 2014 çулта вара 210060,5 тенкĕ пуçтарнă. Кăçал вара мартăн 30-мĕшĕ тĕлне 177325 тенкĕ пухăннă. Палăртрăмăр ĕнтĕ, ку суммăна çак эрнере тата çулталăк вĕçлениччен хушса пыма майсем пур. Ыркăмăллăх марафонĕн укçа-тенкĕ куçарса памалли реквизичĕсем "Ял ĕçченĕ" хаçатра пичетленнĕ.
Малалла канашлăва хутшăннисем экономика, финанс, сывлăх сыхлавĕ, вĕрентỹ, культура, социаллă хỹтлĕх сферисенчи тата ытти отрасльти актуаллă ыйтусене пăхса тухнă.
Ку эрнере тата çывăх вăхăтра районта çакăн пек паллă мероприятисем иртеççĕ.
Апрелĕн 3-мĕшĕнче С.В.Хумышев хресчен фермер хуçалăхĕн никĕсĕ çинче çурхи уй-хир ĕçĕсене хатĕрленес ыйтусемпе агрономи конференцийĕ пулать.
Çавăн пекех, аса илтеретпĕр, мартăн 31-мĕшĕнче Шупашкарта Чăваш патшалăх филармонийĕнче Тăвай ентешлĕхĕн кунĕ иртет. Вăл 18 сехетре пуçланать.
Апрелĕн 8-мĕшĕнче районти культура çуртĕнче старостăсен слечĕпе вырăнти хăйтытăмлăх кунне йĕркелеççĕ, 14 сехетре пуçланать.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕ Валерий Чайкин хальхи вăхăтра хуçалăхсенче хĕрсех çурхи уй-хир ĕçĕсене хатĕрленнине каласа панă. Кондициллĕ вăрлăхсен хисепĕ 84 процентпа танлашать. Çунтармалли-сĕрмелли япаласем 63 процент чухлĕ хатĕрленĕ. Удобренисем 371,9 тонна туяннă. Выльăхсене хĕл каçарасси ăнăçлă пулса пырать, сĕт палăрмаллах ỹснĕ.
Апрелĕн 1 - майăн 31-мĕшĕсенче районти ялсене санитарипе экологи тĕлĕшĕнчен тасатмалли тата тирпей-илем кĕртмелли икуйăхлăх ирттерме йышăннă. Çакăн пирки администраци пуçлăхĕн çумĕ _ строительство, çул-йĕр тата ЖКХ пайĕн начальникĕ Тамара Дьяконова пĕлтернĕ.
Социаллă аталану тата архив ĕçĕн пайĕн начальникĕ Наталья Чайкина Аслă Отечествăлла вăрçăра Çĕнтерỹ тунăранпа 70 çул çитнине халалласа иртекен Пĕтĕм Раççейри акцисемпе паллаштарнă, вĕсене активлă хатĕрленме тытăнма ыйтнă. Апрелĕн 22 - майăн 9-мĕшĕсенче "Георги ленти 2015", апрелĕн 27 - майăн 9-мĕшĕсенче -"Çĕнтерỹ çырăвĕ", майăн 1-9-мĕшĕсенче - "Çĕнтерỹ сиренĕ", майăн 9-мĕшĕнче - "Вилĕмсĕр полк" акцисем пулаççĕ.
Тăвайри тĕп больница врачĕ Нина Бурдасова информацийĕ тăрăх, диспансеризацие çынсен 20,4 процентне (республикипе - 24,8 процент) явăçтарнă. Тăрмăшпа Енĕш Нăрваш ял тăрăхĕсемпе ку кăтарту - чи пĕчĕккисем.
Апрелĕн 2-мĕшĕнче районта Донор кунĕ иртет.
Харпăр хăй ĕçĕсемпе районти полици уйрăмĕн начальникĕ Вениамин Обаськин, пушар надзор ĕçĕн пайĕн начальникĕ Владимир Михайлов, Пенси фончĕн районти управленийĕн начальникĕ Лилия Яковлева, "Янтиковская" УК директорĕ Юрий Ефимов сăмах илнĕ. Юрий Алексеевич "Янтиковская" управляющи компанийĕ пушар хăрушсăрлăхĕ енĕпе лицензи илнине тата халĕ вут-çулăмран хỹтĕлесе пропитка ĕçĕсем тума, вентиляци каналĕсемпе тĕтĕм çулĕсене пăхса тăма право пурри çинчен пĕлтернĕ.
Информацисене пĕтĕмлетсе, район пуçлăхĕ Владимир Ванерке должноçри яваплă çынсене вĕсене пурнăçлассипе хушусем панă.
Г.ЕГОРОВА.
АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии