09:19 31 марта 2015 г.
2015 çулхи апрелĕн 3-мĕшĕнче 11.00 сехетре Шупашкар хулинчи ачасен (çамрăксен) пултарулăхĕн Керменĕнче федерацин "Çĕнтерỹ ялавĕ умĕнчи часовой" обществăлла патриотла акцине савăнăçлă лавру-тăрура уçаççĕ.
Мероприятие Аслă Отечествăлла вăрçă ветеранĕсемпе унта хутшăннисем, Шупашкар хулинчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вĕрентỹ учрежденийĕсенче вĕренекенсем, ача-пăча полици академийĕн слушателĕсем, Чăваш Республикинчи Обществăлла палата членĕсем, республикăри ветерансен обществăлла организацийĕсен представителĕсем хутшăнаççĕ.
2015 çулхи апрелĕн 1 - майăн 9-мĕшĕсенчи маларах асăннă акцие халалланă мероприятисем республикăри кашни муниципалитетра иртеççĕ.
Ыйтусемпе сĕнỹсене (8352) 39-35-86, 383-567, е-mail:opchr1@ cap.ru, opchr2@ cap.ru, sojnwsko@mail.ru.
Акци девизĕ: "Эпир - Аслă Çĕнтерĕвĕн наследникĕсем!"
АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии