10:31 27 марта 2015 г.
2015 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕнчен социаллă пенсисем 10,3 процент, федераллă çăмăллăхсемпе усă куракансен уйăхсерен паракан укçа тỹлевĕ тата соцпакет 5,5 процент ỹсеççĕ. Чăваш Енре социаллă пенсисен вăтам виçи 670 тенкĕ (пирĕн районта - 663 тенкĕ) пысăкланать, 7,2 пин (пирĕн районта - 6 пин те 630) тенкĕ пулать. Инвалид ачасен тата ачаран I ушкăн инваличĕ пулса юлнисен социаллă пенсийĕ 1068 тенкĕ ỹсет, 11,4 пин тенке çитет. Икĕ пенси илекен Аслă Отечествăлла вăрçă участникĕсен пенсийĕ вăтамран 1100 тенкĕ хушăнать, пенсисен сумми вăтамран 28,7 пин тенкĕпе танлашать. Федераллă çăмăллăхсемпе усă куракансен уйăхсерен паракан тỹлев виçи льготниксен категорийĕнчен тата соцпакетпа епле усă курнинчен килет. Федераллă çăмăллăхсемпе усă куракансен соцпакет хакĕ 2015 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа уйăхра 930 тенкĕ те 12 пус пулать. Л.ЯКОВЛЕВА, РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн начальникĕ.
АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии