09:09 11 марта 2015 г.
Район администрацийĕн пĕчĕк залĕнче ĕнер лару пулчĕ. Унта ял тăрăхĕн пуçлăхĕсем те хутшăнчĕç.
-Хĕле ăсатмалли уява лайăх йĕркелесе ирттерме пулăшнисене тав тăватăп. Çанталăкĕ те лайăх тăчĕ, çынсем те нумай пухăнчĕç, - терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Ванерке.
Ларура актуаллă ыйтусене сỹтсе яврĕç.
Полици уйрăмĕн начальникне В.Обаськина, Тăвайри больницăн тĕп врачне Н.Бурдасована, надзор ĕçĕсен пайĕн ертỹçине В.Михайлова итленĕ пухăннисем.
Пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене çынсене çирĕп пăхăнмаллине аса илтерсе, йывăр çемьесене, пĕччен пурăнакан ватăсене, алкоголь шĕвекĕпе ашкăнакансене сăнаса тăмалли пирки каланă район администрацийĕн пуçлăхĕ.
Пуш уйăхĕн 13-мĕшĕнче каçхине 18 сехетре Тăвайри культура çуртĕнче "Тăвай пики" конкурс пулать.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕ В.Чайкин Тăвай енри пур хуçалăхсем те çур акине хатĕрленни пирки пĕлтернĕ. Хатĕрленĕ вăрлăхăн 77 проценчĕ кондициллĕ.
Налог тỹлевĕсен парăмĕ çинчен инспекци специалисчĕ В.Алексеева сăмах хускатнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ парăмсене пĕтерессипе вырăнсенче тивĕçлĕ мерăсем йышăнма сĕннĕ.
Г.ЕГОРОВА.
АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии