09:08 11 марта 2015 г.
ЧР Культура министерстви Константин Иванова тата унăн пултарулăхне халалласа илемлĕ произведенисен конкурсне йĕркелет. 40 çултан иртмен писательсемпе поэтсен, хăй тĕллĕн ĕçлекен авторсен, çыравçăсен ушкăнĕсем хутшăнма пултараççĕ.
Конкурса тăратмалли хайлавсем - малтан ниçта та кун çути курман илемлĕ произведенисем. Унта "Нарспи" авторăн хăйне евĕрлĕхне тата культура еткерлĕхне уçса панине шута илеççĕ. Материалсене октябрĕн 31-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Хут çине пичетлесе тата электрон форматпа çак адреспа ямалла: Шупашкар, Президент бульварĕ, 17-мĕш çурт, 630-мĕш пỹлĕм. Электрон почти:culture41@cap.ru.
Конкурс йĕркисемпе тĕплĕнрех министерство сайтĕнче пĕлме пулать: (www.culture.cap.ru). Ыйт-са пĕлмелли телефон - 8 (8352) 64-22-34.
АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии