09:02 25 февраля 2015 г.
Ытларикун район администрацийĕн пĕчĕк залĕнче лару пулнă. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке ертсе пынă. Унта иртнĕ эрнери ĕçсене пĕтĕмлетнĕ, умри тĕллевсене палăртнă.
Февралĕн 25-мĕшĕнче район администрацийĕн пĕчĕк залĕнче районти агрономсен канашлăвĕ пулать. 10 сехетре пуçланать.
"Çĕр çинчи пурнăçшăн" ятлă республикăри конкурсăн районти тапхăрне февралĕн 25-мĕшĕнче Тăвайри ача-пăча творчествине аталантаракан центрĕнче йĕркелеççĕ. Патриотла сăвăсем çыракансен 10 сехетре пухăнмалла.
Районти культура çуртĕнче Тăвай ен 80 çул тултарнине халалланă пысăк мероприяти февралĕн 27-мĕшĕнче пулать, 15 сехетре пуçланать.
Çуракине районта мĕнле хатĕрленни пирки район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕ Валерий Чайкин пĕлтернĕ.
"Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе" марафон пырать Тăвай енре. Районти предприятисемпе организацисенче вăй хуракансем те харпăр хăй тỹпине хывасса шанатпăр", - тенĕ вĕрентỹ пайĕн начальникĕ Олег Ломоносов.
Полици уйрăмĕн начальникĕ В.Обаськин, надзор ĕçĕсен пайĕн инспекторĕ А.Симуков, Тăвайри больницăн тĕп врачĕ Н.Бурдасова, нумай функциллĕ центр директорĕ Н.Перцев, "Аль" спорткомплекс ертỹçи А.Кириллов тĕрлĕ информаци пĕлтернĕ.
Ларура района аталантарассипе ытти актуаллă ыйтусене те хускатнă.
Г.ЕГОРОВА.
АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии