09:01 25 февраля 2015 г.
Тăвайри тĕп библиотекăра февралĕн 26-мĕшĕнче 15 сехетре "Граждансене ĕçленĕшĕн тỹлев правипе тивĕçтересси" ятлă право сехечĕ пулать. Ăна Тăвай район прокуратурипе "Раççейри юристсен ассоциацийĕ" общество йĕркелеççĕ.
Ĕç укçине вăхăтра тỹлес ыйту паянхи кунчченех актуаллă. "Конвертпа" ĕç укçи панă тĕслĕх те пулма пултарать. Çавна май граждансене пенсипе тивĕçтерессине, налог законодательствине пăсаççĕ.
Районти прокуратура ĕçченĕсем граждансен ĕç прависене хỹтĕлесси пирки чарăнса тăрĕç, ĕç паракансем йĕркене пăснă тĕслĕхсене илсе кăтартĕç.
Право сехечĕ вăхăтĕнче кашниех хăйсене канăçсăрлантаракан ыйтусем пама, ĕç правине пăсни çинчен пĕлтерме пултарать.
А.АФАНАСЬЕВ, район прокурорĕн çумĕ.
АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии