АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Йĕркелỹ комитечĕн ларăвĕ

13:34 20 февраля 2015 г.

 

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин 2015 çулта Республика кунне уявлас енĕпе ĕçлекен йĕркелỹ комитечĕн ларăвне ирттернĕ. Тĕп мероприятисем кăçал Шупашкарта тата Канаш районĕнче иртĕç.

ЧР экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин йĕркелỹ комитечĕн членĕсене мĕнле ĕçсем туни çинчен пĕлтернĕ. Июнĕн 23-24-мĕшĕсенче Шупашкарти "Регионсем: экономика ỹсĕмĕн çĕнĕ çăлкуçĕсем" VIII экономика форумне йĕркелесе ирттерес тĕллевпе форум программин проектне туса хатĕрленĕ, интернет-сайт ĕçлет.

"Регионсем: чикĕсĕр ĕçтешлĕх" курав июнĕн 19-24-мĕшĕсенче иртĕ. Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе - 100, Шупашкар хулине туса хунăранпа 550 çул çитнине халалланă хăйне евĕрлĕ уйрăм экспозицисем хатĕрлеме палăртнă.

Культура программи çинчен ЧР культура министрĕ Вадим Ефимов каласа панă. Мероприятисене чăваш патшалăхне йĕркеленĕренпе 95, Аслă Çĕнтерỹ пулнăранпа 70 çул çитнине, Литературăпа К.В. Иванов çулталăкне халалласшăн.

Шупашкар хулин пуçлăхĕ Леонид Черкесов тата Канаш район администрацийĕн пуçлăхĕ Владислав Софронов хăйсен муниципалитет йĕркеленĕвĕсенче Республика кунне халалланă уяв мероприятийĕсене мĕнле хатĕрленни çинчен пĕлтернĕ.

 

АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика