11:02 17 февраля 2015 г.
Çав çулсен çухалмĕ чапĕ
Аслă Çĕнтерỹ 70 çул тултарнине халалласа редакци "Çав çулсен çухалмĕ чапĕ" конкурс ирттерет. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчи паттăрсен тĕслĕхĕпе хавхаланса, ырă ĕçсем патне ăнтăлма вĕренсе ỹсчĕр çамрăксем. Ашшĕ тĕрекĕсĕр, хỹтлĕхсĕр ỹснĕ вăрçă ачисем, пиччĕшне е аппăшне, тăванне е юлташне, савнине кĕтсе илейменнисем... Вăрçă хуйхă-суйхине курман çемье çукпа пĕрех пулĕ. Хăйĕн пурнăçне шеллемесĕр пире мирлĕ тỹпепе ирĕклĕх парнеленĕ паттăрсен умĕнче эпир ĕмĕр парăмра.
Вăрçă вăхăтĕнчи сăн ỹкерчĕксем... Тен, эсир вĕсене хаçатра пичетлеме хирĕç мар. Кĕтетпĕр вĕсене. Конкурс апрелĕн 30-мĕшĕччен пырать.
"Ял ĕçченĕ" хаçат редакцийĕ.
АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии