АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ялсенче пухусем иртеççĕ

10:14 27 января 2015 г.

 

Тунти кун район администрацийĕн пĕчĕк залĕнче канашлу иртнĕ.

-Ялсенче пурăнакансемпе, вырăнсене тухса, тĕл пулма пуçлатпăр, - тенĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке. Графикпе паллаштарнă вăл. Малтан ку мероприяти Енĕш Нăрваш ял тăрăхĕнче иртет. Çынсемпе тĕл пулнă чухне район администрацийĕ иртнĕ çулхи ĕçсене пĕтĕмлетет. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕсем те хăйсен хастарлăхĕпе паллаштарĕç, кăçалхи ĕç планне сỹтсе явĕç.

Район администрацийĕн пĕрремĕш çумĕ, АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕ Валерий Чайкин ял хуçалăхĕнчи ĕçсем пирки сăмах хускатнă.

Январĕн 21-мĕшĕнчен пуçласа февралĕн вуннăмĕшĕччен "Эпĕ - тĕпчевçĕ" ятлă республикăри конкурсăн районти тапхăрĕ иртет шкулсенче.

Полици уйрăмĕн начальникĕ В.Обаськин, надзор ĕçĕсен пайĕн инспекторĕ А.Симуков, Тăвайри больницăн тĕп врачĕ Н.Бурдасова, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Т.Дьяконова, выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци начальникĕ А.Шакин, "Аль" спорткомплекс директорĕ А.Кириллов тухса калаçнă.

Г.ЕГОРОВА.

 

АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика