17:12 22 января 2015 г.
Владимир Ванерке, район администрацийĕн пуçлăхĕ:
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне тата Чăваш Ен халăхне янă Çыру республикăшăн, унта пурăнакансемшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ пысăк пулăм. Çыру тарăн шухăшлă, пĕтĕмлетỹллĕ, мĕншĕн тесен вăл иртнĕ çулсенчи ĕçе-хĕле, çитĕнỹсене хаклать, республика малашлăхне палăртать. Экономика çирĕпленсе пыни савăнтарать. Юлашки çулсенче республикăра нумай çивĕч ыйтăва ăнăçлă татса панă, экономикăна нихçанхинчен нумай инвестици хывнă. Михаил Васильевич влаç органĕсем халăхпа пĕрле тунă ĕçе пысăка хурса хакларĕ, çитĕнỹсене пысăклатсах пымаллине, вырăнти резервсемпе тата анлăрах усă курмаллине кăтартса пачĕ. Муниципалитетсенче харпăр хăй туса илекен тупăша ỹстермелле. Тулашри санкцисем хăш-пĕр йывăрлăх кỹнине пăхмасăр çине тăрса ĕçлемелле. Пĕрлĕхре вăй _ çакна палăртрĕ Михаил Васильевич. Пĕтĕмпех çынсенчен килет. Çавăнпа социаллă пурнăç ыйтăвĕсем те ялан малтисен шутĕнче.
2015 çулта фельдшерпа акушер пункчĕсем (пурĕ 100) тумалли республикăри программăна пурнăçа кĕртессине пĕлтерчĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ. 60-шне ĕçе кĕртнĕ ĕнтĕ. Пĕлтĕр хамăр районта та икĕ фельдшерпа акушер пункчĕ, райцентрта нумай вырăнлă ку чухнехи ача сачĕ, çынсене, тăлăх-туратсемпе инвалидсем валли хваттерсем хута ятăмăр. Кăçал районта тепĕр икĕ фельдшерпа акушер пункчĕ тумалла.
Ял хуçалăхĕнче, ытти сферăра та ỹсĕмсем пур. Пĕрлех çитменлĕхсем те çук мар ĕнтĕ. Михаил Васильевич та çитменлĕхсене пытармарĕ, вĕсене пĕтермелли майсене асăнчĕ. Çынсен тăрăшулăхĕпе пултарулăхĕ, ăс-тăнĕ, йывăрлăхран хăраманни, вĕсем малашлăхшăн вăй хуни хальхи пурнăçра темрен паха.
Тăвай районĕн "Ял ĕçченĕ" хаçат редакцийĕн коллективĕ.
Çĕр-шыв Президенчĕ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ хыçа юлнă çулти ĕçсене çынсемпе пĕрле пĕтĕмлетессине, малалла каймалли çул-йĕре палăртассине йăлана кĕртни кăмăла каять.
Иртнĕ юн кун та ак Михаил Васильевич Игнатьев республикăн Патшалăх Канашне, Чăваш халăхне яракан Çырупа паллаштарчĕ. "Пĕрле эпир нумай çитĕнỹ тăвайратпăр! Пĕрлĕхре - вăй!" - тенĕ вал унта. Ку документ тарăн шухăшлă. Чăваш Енри ыйтусене, Раççейри лару-тăрăва шута илсе, палăртнă: "Эсир пĕлетĕр: пĕлтĕр Раççее хирĕç йышăннă санкцисем майлă пулнă çĕр-шывсенчен продуктсем кỹрсе килме чарчĕç. Республикăри çĕр ĕçченĕсемшĕн тата аграри секторĕшĕн хушма майсем уçăлчĕç".
Асăннă документра пурин те пĕрле, пĕр çемьери пек пулмалла текен шухăш та лайăх. "Пĕрлĕхре - вăй", - тесе ахальтен каламан-çке ватăсем. Эпир пурте пĕрле вăй хурсан кăна тĕрлĕ йывăрлăхсене хыçа хăварма пултаратпăр паллах.
Михаил Васильевич 2014 çулта тунă çитĕнỹсем çинчен чылай каларĕ. Кăçал ĕçлемелли те нумай. Çул-йĕр тумалла, çынсене юхăннă çуртсенчен куçармалла, ясли-садсенче вырăнпа тивĕçтерессипе малалла ĕçлемелле тата ытти те.
"2015 çулта эрех-сăрапа иртĕхессине асăрхаттармалли мĕнпур майсемпе, çав шутра курăмлă агитаципе те усă курмалла тата çак ĕçе массăллă информаци хатĕрĕсене явăçтармалла", - тенĕ Патшалăх Канашне янă Çырура. Ара, ỹсĕр водительсен айăпне пула пурнăçран уйрăлнисен шучĕ икĕ хут ỹснĕ-çке. Эрехçĕсене ĕлĕкхи пек медвытрезвительсенче урăлтарассине йĕркелесен аван пулмалла.
Çивĕч ыйтусем çук мар. Анчах вĕсене татса пама пулать. "Пирĕн пулас несĕлĕмĕрсем тивĕçлĕ граждансем, чăн-чăн патриотсем пулса çитĕнччĕр. Тăван çĕр-шывпа мăнаçланччăр, унăн ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхне хамăрăн мăн асаттемĕрсем пекех паттăррăн хỹтĕлеме пултарччăр тесен пирĕн çав улшăнми хаклăхсене килес ăрусем валли сыхласа хăвармалла", - çакнашкал лайăх шухăшпа вĕçленĕ сăмахне Республика Пуçлăхĕ 2015 çул "Нарспи" поэма авторĕн çулталăкĕ тесе пĕлтерни пирки каланă чухне. Эппин чăвашлăха аталантарассине кăçал тата ытларах тимлĕх уйăрĕç, çыракансен канашĕсенче йĕрке тăвассипе тивĕçлĕ мерăсем йышăнĕç.
Çырупа паллаштарнă чухне чăвашла калаçни епле витĕмлĕ илтĕнет тата: "Эпир хамăрăн Чăваш Республикине юрататпăр, унăн ырлăхĕшĕн патриотла туйăмсемпе, пĕтĕм чĕре ăшшине парса, яваплăха туйса, ырми-канми ĕçлетпĕр".
Хамăр çĕр çинче яланах тăнăçлăх пултăр тесе тăрăшатпăр та эпир çапла.
Л.ЯКОВЛЕВА, РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикин Тăвай районĕнчи Управленийĕн начальникĕ: |
|
|
|
|
|
|
|
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне тата Чăваш Ен халăхне янă Çырăвĕнче çыншăн, унăн сывлăхĕшĕн тăрăшассине, социаллă пулăшупа хỹтлĕх парассине яланхи пекех пысăк пĕлтерĕш уйăрнă. Ку вăл Раççей Федерацийĕн, Чăваш Енĕн патшалăх политикин уйрăлми пайĕ пулса тăрать. Çак задачăна пурнăçлассипе РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикин районти управлениĕ те яваплăха туйса ĕçлет, Çырура палăртнă çул-йĕрсене хăйĕн ĕçĕнче пĕтĕмпех пурнăçа кĕртме тăрăшать.
Тăвай районĕнче 2015 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне 4926 пенсионер шутланать. 2014 çулта вĕсене пенсипе тивĕçтерме 523 млн. та 978 пин тенкĕ тăкакланă. Пĕтĕмпе вара пенсипе ытти социаллă тỹлевсем валли районĕпе 576 млн. та 300 пин тенкĕ янă.
Пенсионерсен ĕç пенсийĕсене 2014 çулхи февралĕн 1-мĕшĕнчен 6,5 процент тата апрелĕн 1-мĕшĕнчен 1,7 процент индексациленĕ. Асăннă икĕ индексаци итогĕсемпе ĕç пенсийĕсем пĕтĕмĕшле 8,2 процент е, урăхла каласан, инфляцирен пысăкрах виçепе ỹснĕ. Ĕçлекен пенсионерсен ĕç пенсийĕсене августăн 1-мĕшĕнчен те хушса панă.
Апрелĕн 1-мĕшĕнчен социаллă пенсисене тата патшалăх пенсипе тивĕçтерекен пенсисене 17,1 процент - 2013 çулхи инфляцирен икĕ хут ытла пысăкрах виçепе - индексаци тунă. Çаксене пула 2014 çулта районти пур пенсионерăн та пенси виçисем ỹснĕ. Çапла вара 2014 çулта ватлăхра паракан вăтам ĕç пенсийĕн виçи районта 9324 тенке çитнĕ. Аслă Отечественнăй вăрçă инваличĕсемпе участникĕсен вăтам пенсийĕн виçи 25 пин тенкĕрен иртнĕ. Социаллă пенсин вăтам виçи 6042 тенкĕпе танлашнă.
Апрелĕн 1-мĕшĕнчен уйрăм категорири граждансене уйăхсерен паракан укçа тỹлевĕн хисепне те 5 процент ỹстернĕ. Вĕсем _ 1749 çын.
2015 çултан пуçласа пенсисенстрахлакан пайĕн пенси балĕн хакĕн индексацийĕ урлă индексаци тума тытăнатпăр. 2015 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне унăн хакĕ 64,1 тенкĕпе танлашать. Пенси фончĕн бюджетĕнче коэффициент хакне 2015 çулхи февралĕн 1-мĕшĕнчен 7,5 процент индексацилеме укçа-тенкĕ хывса хăварнă. Апла пулин те балл хакне палăртнă чухне 2014 çулхи потребитель хакĕсен йĕркеленнĕ чăн хакне шута илеççĕ. Пенсин страхлакан пайĕпе пĕрлех инфляцин чăн шайне çитерсе февралĕн 1-мĕшĕнче унпа пĕрле паракан тỹлеве те шайлаштарса палăртаççĕ. Çапла вара 2015 çулта районта ватлăхпа паракан пенсин страхлакан пайĕн çулталăкри вăтам виçи 10 пин тенкĕрен кая мар пулĕ. Апрелĕн 1-мĕшĕнчен социаллă пенсисене те 11,9 процентран кая мар пысăклатаççĕ, çапла вара унăн вăтам виçи 6900 тенкĕрен иртĕ.
Л.Якку, "Ял ĕçченĕ" хаçатăн тĕп редакторĕ:
Республика Пуçлăхĕ М.Игнатьев Чăваш Патшалăх Канашĕ тата пĕтĕм халăх патне тухнă Çырупа паллашнă май, çакна калама пулать.
Юлашки çулсенче Республика сулмаклă аталану çулĕ çине тăни куçкĕрет.
Çакна демографи лару-тăрăвĕ лайăхланни, нумай çул иртнĕ хыççăн тепĕр хут ача сачĕсем уçма тытăнни, фельдшер-акушер пункчĕсене хута яни, ĕçсĕрлĕх шайĕ чакни, промышленноçра, ял хуçалăхĕнче миллиардлă инвестици программисем пурнăçланса пыни, çурт-йĕр тăвассин шайĕ ỹсни, вăрçă ветеранĕсемпе тăлăх ачасене те унпа тивĕçтерни тата ытти те кăтартса параççĕ.
Михаил Васильевич тăван республикăна парăннипе, вăл унăн çыннисемшĕн тăрăшса чунтан хыпса çуннипе палăрса тăрать.
Анчах та йывăрлăхсемсĕр мар, вĕсем пур, пулаççĕ те. Пирĕн малалла та пурин те пĕрле йывăрлăхсене çĕнтерсе, çанă тавăрса пурнăçа тата та лайăхлатассишĕн тăрăшса ĕçлемелле кăна.
АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии