10:48 20 января 2015 г.
Район администрацийĕн пĕчĕк залĕнчи тунти кунхи ларăва прокурор, район администрацийĕнче ĕçлекенсем, организацисемпе учрежденисен ертỹçисем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хутшăннă.
_Иртнĕ çул мĕнле ĕçсем тунине пĕтĕмлетме вăхăт çитрĕ. Çавна май ялсенче пурăнакансемпе тĕл пулусем йĕркелемелле. Вĕсен графикне тунă, асăннă калаçусенче çынсем активлăх кăтартасса шанатăп, _ тенĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсен управляющийĕ Елена Бельская сайтсене вăхăтра пĕлтерĕшлĕ информацисемпе тивĕçтересси пирки сăмах хускатнă.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕ Валерий Чайкин агропромышленность комплексĕнче вăй хуракансем çуракине хатĕрленни пирки кĕскен пĕлтернĕ. Аш-какайпа сĕт туса илессин кăтартăвĕсене ỹстерессишĕн тимлеççĕ выльăх-чĕрлĕх пăхакансем.
Районти вĕренỹ учрежденийĕсенче ачасене пĕлỹ парас ĕç малалла пулса пырать, регионри олимпиадăсене хутшăнаççĕ вĕренекенсем.
Полици уйрăмĕн начальникĕ Вениамин Обаськин, надзор ĕçĕсен пайĕн ертỹçи Владимир Михайлов, Тăвайри больницăн тĕп врачĕ Нина Бурдасова, район администрацийĕн пайĕсен начальникĕсем _ Тамара Дьяконова, Александр Сергеев, Наталия Чайкина, выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци начальникĕ Александр Шакин, "Аль" спорткомплекс директорĕ Анатолий Кириллов тĕрлĕ информацисем панă.
Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа - 70 çул, Тăвай районĕ 80 çул тултарнине паллă тăвассине лайăх йĕркелеме чĕнсе каланă юлашкинчен.
Г.ЕГОРОВА.
АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии