АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Професси уявĕпе саламланă

10:47 20 января 2015 г.

 

Кăрлач уйăхĕн 17-мĕшĕнче К.В.Иванов ячĕллĕ академи драма театрĕнче Чăваш пичечĕн кунне савăнăçлă лару-тăрура уявланă. Унта Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - Чăваш Республикин информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов, ЧР Патшалăх Канашĕн строительство, вырăнти хăй тытăмлăх, Регламент тата депутат этики енĕпе ĕçлекен комитет председателĕ, "Единая Россия" политика партийĕн Чăваш Енри регион уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов хутшăннă.

"Массăллă информаци хатĕрĕсем обществăн уйрăлми пайĕ пулса тăраççĕ, унăн малашлăхĕ журналистсен хăйсен ĕçне уççăн, яваплăха туйса тата тỹрĕ кăмăлпа пурнăçланинчен те нумай килет", - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче.

Професси уявĕ ячĕпе журналистсен пысăк ушкăнне ĕçри çитĕнỹсемшĕн хисеплĕ ятсем, Тав çырăвĕсем, парнесем, премисем парса чысланă.

 

АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика