АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Уяв ячĕпе!

11:29 16 января 2015 г.

 

Хисеплĕ журналистсем, издательсем тата полиграфистсем!

Сире професси уявĕпе - Раççей пичечĕн тата Чăваш пичечĕн кунĕсемпе саламлатăп!

Массăллă информаци хатĕрĕсем пирĕн обществăн уйрăлми пайĕ пулса тăраççĕ, унăн интересĕсене хỹтĕлеççĕ, власть органĕсемпе граждансем хушшинчи тухăçлă çыхăнăва тивĕçтереççĕ. Регионти социаллă çирĕплĕх ытларах чухне çыру анинче тăрăшакансем хăйсен ĕçне мĕн таран уççăн, яваплăха туйса тата тỹрĕ кăмăлпа пурнăçланинчен килет. Ĕç-хĕл йĕркине палăртнă май, вĕсем вĕт общество шухăш-кăмăлĕ, çынсен ăс-тăнĕпе кăмăл-туйăмĕ çине витĕм кỹреççĕ, политика тата идеологи анлăхне йĕркелеççĕ.

Чăваш Енĕн ку чухнехи пресси тĕнчери информаци хутлăхĕпе тачă çыхăннă. Хаçатсемпе журналсем Интернет сетĕнче хăйсен кăларăмĕсен электрон версийĕсене аталантараççĕ, çакă вĕсене аудиторине анлăлатма, вулакансемпе лайăхрах çыхăнса ĕçлеме пулăшать. Республикăри кăларăмсем граждансен интересĕсем çине тимлĕх уйăрса, чи пĕлтерĕшлĕ пулăмсем çинчен объективлăн пĕлтерсе тăрса, çĕнĕ технологисене наци пичечĕн чи лайăх йăли-йĕркипе тачă çыхăнтараççĕ. Журналистсен пысăк ăсталăхне тата çỹллĕ шайри яваплăхне пула республикăри МИХсем хăйсен чи хаклă туприне - вулакансен шанăçне - сыхласа хăварма пултарчĕç.

Сире çирĕп сывлăх, пултарулăхра малашнехи çитĕнỹсем, интереслĕ темăсемпе геройсем, ырă хыпарсем, çырăнса илекенсен йышне ỹстерме тата ку чухнехи информаци технологийĕсене аталантарма сунатăп. Ăнăçупа хастарлăх яланах сирĕн шанчăклă юлташăрсем пулччăр!

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.ИГНАТЬЕВ.

Журналистсемпе пичет ĕçĕн ветеранĕсем, хаçат тусĕсемпе вулаканĕсем!

Сире Чăваш пичечĕн кунĕ ячĕпе ăшшăн саламлатăп. Эсир хаçат страницисенче район пурнăçне анлăн çутататăр. Коллективсенчи малта пыракансемпе паллаштаратăр. Пурнăçра пулса иртекен çĕнĕлĕхсемпе улшăнусем çинчен вулакансем патне вăхăтра çитерме тăрăшатăр. Район хаçачĕ вырăнти влаçпа халăха çыхăнтараканĕ те. "Ял ĕçченĕ" - район хыпарçи", - тесе ахальтен каламаççĕ пулĕ пирĕн вулакансем. Эсир малашне те хаçата интереслĕрех тăвасса, унта çырса тăракансемпе тачă çыхăнса ĕçлессе шанатăп. Хаçата саракансене вара ĕçре ỹсĕмсем сунатăп.

Перо çивĕч пултăр. "Ял ĕçченĕ" яланхиллех районта пурăнакансемшĕн юратнă та чи кĕтнĕ хаçат пултăр. Пурне те çирĕп сывлăх, телей, хавхалану, ăнăçу сунатăп.

"Ял ĕçченĕ" хаçатăн тĕп редакторĕ.

 

АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика