АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Канашлура пĕтĕмлетнĕ

11:28 16 января 2015 г.

 

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертỹçисемпе канашлу ирттернĕ. Унта Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсен кунĕсенче йĕркеленĕ культурăпа спорт мероприятийĕсене пĕтĕмлетнĕ.

Шалти ĕçсен министрĕ Сергей Семенов оперативлă лару-тăру йĕркеллĕ пулнине палăртнă. Массăллă мероприятисен шучĕ 600 яхăнах пулнă, вĕсене 110 пин çын хутшăннă. Массăллă мероприятисем иртнĕ вырăнсенче преступленисем, йĕркелĕхе пăснă тĕслĕхсем пулман.

Культура министрĕ Вадим Ефимов пĕлтернĕ тăрăх - декабрĕн 18-мĕшĕнчен тытăнса культура учрежденийĕсенче 1,8 пин ытла уяв мероприятийĕ иртнĕ, вĕсене 450 пин ытла çын хутшăннă. Спорт министрĕ Сергей Мельников çулталăк пуçламăшĕнчи кану кунĕсем спорт мероприятийĕсемпе пуян пулнине палăртнă - тĕрлĕ шайри 500 ытла мероприяти иртнĕ. Вĕсене 350 пин ытла çын хутшăннă.

Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан кăçалхи январĕн 1-10-мĕшĕсенче çын вилесси палăрмаллах чакни çинчен каланă. Ют çĕр-шывсенчен кỹрекен эмелсен хакĕ кăшт пысăкланни палăрать. Çавна май республика Пуçлăхĕ аптекăсенчи хаксене тĕрĕслесех тăма сĕннĕ.

Коммуналлă пулăшу ĕçĕсен тарифĕсем, тỹлев виçисен кăçалхи улшăнăвĕ çинчен Конкуренци политики тата тарифсем енĕпе ĕçлекен патшалăх службин ертỹçи Альбина Егорова каласа панă. Çулталăкăн пĕрремĕш çурринче коммуналлă пулăшу ĕçĕсен тарифĕсем пĕлтĕрхи декабрьти шайрах юлаççĕ. Вĕсем 2015 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнчен улшăнĕç. Ăшă энергийĕн, сивĕ шыв тарифĕсем Федерацин тариф служби республика валли палăртнă ỹсĕм индексĕсен шайĕпе пысăкланĕç: ăшă энергийĕ июлĕн 1-мĕшĕнчен 108,82 процент хакланать, сивĕ шыв тата канализаци - 112,2 процент. Хула халăхне тивĕçтерекен электроэнерги тарифĕсене 2,8 тенкĕỸкВт-сехет шайĕнче çирĕплетнĕ, ял халăхне - 1,96 тенкĕỸкВт-сехет. Çутçанталăк газĕн хакĕ июлĕн 1-мĕшĕнчен 107,52 процент ỹсет.

Çавăн пекех транспорт министрĕ Владимир Филиппов, Строймин пуçлăхĕ Олег Марков, ГКЧС председателĕ Вениамин Петров пĕлтернине итленĕ.

Граждансем пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн хывакан тỹлевсен чи пысăк улшăнăвĕ кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕнчен 11,2 2 процентпа танлашĕ. Михаил Игнатьев халăхăн пĕчĕк тупăшлă категорийĕсене хỹтĕлесси республика Правительствишĕн тĕп вырăнта пулмаллине палăртнă. Кашни пиллĕкмĕш çемье ЖКХри пулăшу ĕçĕсемшĕн тỹлеме бюджет субсидийĕ илет.

Канашлура çавăн пекех апат-çимĕç хакĕсене те сỹтсе явнă. Ял хуçалăх продукцийĕ, чĕр тавар, апат-çимĕç тĕлĕшпе республикăра чăрмавсем çуккине палăртнă.

"Влаçсен производительсемпе тата суту-илỹ организацийĕсемпе пĕрле ĕçлемелле, сăнавçă позицине йышăнма юрамасть", - пĕлтернĕ Михаил Игнатьев.

М.АНДРЕЕВ.

 

АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика