11:13 16 января 2015 г.
Январĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республика парламенчĕн черетлĕ çирĕм çиччĕмĕш сессийĕнче республикăн Патшалăх Канашне тата Чăваш халăхне яракан Çырăвĕпе тухса калаçать.
Çакă паллă: асăннă Çырăва хатĕрленĕ чухне республикăри ĕç коллективĕсенчен, обществăлла организацисенчен, уйрăм çынсенчен пырса кĕнĕ нумай сĕнĕве шута илнĕ. Ку документра патшалăх политикин тĕп çул-йĕрĕсем уçăмлă палăрса тăрĕç, чăваш Республикин экономикăпа социаллă пурнăçĕн программисене пурнăçланин пĕтĕмлетĕвĕсем пулĕç тата çавăн пекех ĕç тăвакан влаçпа вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем умне кĕске тата вăрăм сроклăх малашлăх задачăсем лартĕç.
Йывăрлăхсене пăхмасăр, Чăваш Енре 2014 çулхи макроэкономика кăтартăвĕсем умĕнхи çулхинчен мĕнпур енĕпе иртсе кайнă. Республикăра промышленноçпа ял хуçалăх продукцийĕ туса илесси, асăннă отрасльсен производство индексĕсем ỹснĕ, пурăнмалли çурт-йĕр нумайрах тунă, инвестици лару-тăрăвĕпе илĕртỹлĕхĕ лайăхланнă, строительство материалĕсем тата электротехника туса кăларакан çĕнĕ предприятисем хута кайнă. Ялсенче, хуласенче çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕсем, ача сачĕсем ĕçлеме пуçларĕç, спорт сооруженийĕсем, çĕнĕ çул-йĕрсем хута янă. Пĕлтĕр, çапла, тĕслĕхрен, 15 çĕнĕ ача сачĕ алăкĕсене уçнă, çав шутран пĕри - Тăвайра. 2014 çулта районти икĕ ялта модульлĕ çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ уçăлнă.
Юлашки çулсенче Чăваш Ен Правительстви республикăра пурăнакансене çĕнĕ ĕç вырăнĕсем туса парас тата çынсен тупăшне ỹстерес тĕллевпе те çирĕппĕн ĕçлесе пырать. Тивĕçлĕ ĕç укçи илме май паракан пиншер хушма ĕç вырăнĕ туса хунă. Демографи лару-тăрăвĕ лайăхланса пырать. Халăх хăй хальлĕн ỹсни - ырă кăтарту. Нумай ачаллă çемьесен шучĕ, вĕсенче виçĕ, тăватă, пилĕк е ытларах ача, 25 процент ỹснĕ. Бюджета йĕркелемелли çăмăл мар лару-тăрура та Чăваш Ен "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" ята тивĕçтермелли ĕç стажĕн виçине икĕ çул çурă таран чакарма пултарчĕ.
Чăваш Ен çавăн пекех физкультурăпа массăллă спорта аталантаракан центр та пулса тăчĕ.
Çавăнпа Чăваш Ен ертỹçи Михаил Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне тата чăваш халăхне яракан Çырăвĕнче те сывă çемье тата сывă наци, экономикăпа социаллă сферăри задачăсем, социаллă çул-йĕр, демографи лару-тăрăвне малалла лайăхлатасси, пурнăç хаклавĕпе тăнăçлăхĕ, инновацилĕхе аталантарасси тĕп приоритетсем пуласса шанса тăма пулать. Тĕллевсем, палăртнисем пурнăçа кĕрсе пыччăр тесен вара чун-хавалпа вăй хурса ĕçлемеллине кăтартса панăччĕ нумаях пулмасть республика Пуçлăхĕ.
И.ИВАНОВ.
АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии