АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Саламлатăп

08:12 01 января 2015 г.

 

Хаклă ентешĕмĕрсем!

Çĕнĕ 2015 çулпа тата çутă Раштав уявĕ ячĕпе ăшшăн тата чун-чĕререн саламланине йышăнсамăр!

Çĕнĕ çул - чи юратнă уявсенчен пĕри, ăна аслисем те, ачасем те чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Вăл яланах ырă улшăнусем пулса иртессине тата мĕнпур ĕмĕт пурнăçланассине ĕненме шанăç пиллет.

Хыçа юлакан 2014 çул пирĕн республикăшăн çăмăлах пулмарĕ. Украина çĕрĕнчи политика хирĕçĕвĕ, Раççей тĕлĕшпе тĕнче шайĕнче йышăннă экономика санкцийĕсем, вĕсене ответлесе çĕр-шыва ютран таварсем кỹрсе килессине чакарни экономика аталанăвĕ çине япăх витĕм кỹчĕç. Тепĕр енчен илсен, импорта улăштармалли политика пирĕн тавар туса кăларакансемшĕн çĕнĕ майсем туса пачĕ, вĕсемпе нумайăшĕ ăнăçлă усă курчĕ.

Йывăрлăхсене пăхмасăр, Чăваш Енри кăçалхи макроэкономика кăтартăвĕсем пĕлтĕрхинчен мĕнпур енĕпех иртсе кайрĕç. Промышленноçпа ял хуçалăх производствисен индексĕсем ỹсрĕç, туса лартнă пурăнмалли çурт-йĕр калăпăшĕ пысăкланчĕ, инвестици лару-тăрăвĕ палăрмаллах лайăхланчĕ. Строительство ĕçĕнче усă куракан материалсем тата электротехника туса кăларакан çĕнĕ предприятисем хута кайрĕç. 2015 çулта инновациллĕ çĕнĕ производствăсем уçăлмалла, çавна май республикăра пурăнакансем валли тивĕçлĕ ĕç укçи палăртакан пиншер хушма ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ.

Эпир хамăр сăмаха тытатпăр тата йышăннă пĕтĕм программăна пурнăçлатпăр. Çав шута ял çĕрĕнче фельдшерпа акушер пункчĕсем туни те, нумай хваттерлĕ çуртсен картишĕсене тата вĕсен патне пымалли çулсене тĕпрен юсани те, çулсене юсаса çĕнетни те, çĕнĕ спорт объекчĕсем çĕклени тата ытти нумай ĕç кĕрет. Пĕлтĕр 15 çĕнĕ ача сачĕ хута янă, виçĕ пин çурăна яхăн ачапа вĕсен ашшĕ-амăшĕ хăйсем тахçантанпах кĕтнĕ парнене тивĕçрĕç.

Юлашки çулсенче республика Правительстви Чăваш Енре пурăнакансен тупăшне ỹстерес тĕллевлĕ ĕçе çирĕппĕн пурнăçласа пырать. Вĕрентекенсемпе воспитательсен, медицина ĕçченĕсемпе социаллă ĕçченсен, культура учрежденийĕсен сотрудникĕсен, спорт шкулĕсен тренерĕсен ĕç укçине ỹстертĕмĕр. Ветерансене социаллă пулăшу памалли хушма мерăсем йышăнса хăварнă. Бюджета йĕркелемелли ансатах мар лару-тăрура та эпир "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" ята тивĕçмелли ĕç стажĕн виçине икĕ çул çурă таран чакарма укçа-тенкĕ шыраса тупма пултартăмăр. Çавна май тата вунă пинрен кая мар çулланнă çын хăйсене тивĕçлĕ ветеран ятне илĕ тата унпа пĕрле паракан çăмăллăхсемпе усă курма пултарĕ.

Эпир пĕтĕм çемье хаклăхĕсене çирĕплетме, нумай ачаллă тата çамрăк çемьесене, амăшлăхĕпе ачалăха пулăшу пама палăртакан çулпа çирĕппĕн малалла утатпăр. Пирĕн пĕрлехи ĕçĕмĕрĕн ырă кăтартăвĕ - халăх хăй хальлĕн ỹсни. Çак пулăма республикăра виççĕмĕш çул шута илетпĕр. Нумай ачаллă çемьесен шучĕ те пирĕн, вĕсенче виçĕ, тăватă, пилĕк е ытларах ача, 25 процент чухлĕ ỹсрĕ.

Чăваш Ен физкультурăпа массăллă спорта аталантаракан паллă центр пулса тăчĕ. Шупашкарта çĕр-шывăмăрăн историйĕнче пуçласа Раççейри Пенсионерсен спартакиади пулса иртрĕ, унта 56 регионтан 500 яхăн çын пухăнчĕ. Ăмăртусене хутшăннисем хăйсен асĕнче манăçми йĕр хăварнă Чăваш çĕрĕ çинчен халичченех лайăхпа аса илеççĕ, республикăра пурăнакансене ырă кăмăлĕпе тараватлăхĕшĕн тав тăваççĕ.

Пĕтĕм тĕнчери V "Раççей - спорт çĕр-шывĕ" спорт форумне эпир пĕрле çỹллĕ шайра йĕркелесе ирттертĕмĕр, унта çĕр-шыв Президенчĕ Владимир Владимирович Путин, патшалăхăн паллă политика деятелĕсем, тĕнчери спорт федерацийĕсен ертỹçисем, чапа тухнă спортсменсем хутшăнчĕç. Пирĕн ачасемпе вĕсен тренерĕсене хăйсен опычĕпе паллаштарма аллă Олимп чемпионĕ килчĕ. Шупашкарта Раççей Федерацийĕнче пуçласа Пĕтĕм тĕнчери утмалли кун старт илчĕ, "Ĕçлевпе хỹтĕлеве хатĕр" (ГТО) комплекс пуçласа тĕрĕслев иртрĕ. Республикăн тĕп хулин тỹремĕсемпе урамĕсенче иртнĕ "çăлтăрпа пĕрле - зарядкăна", "Спорт бульварĕ" тата ытти пулăма тĕнчери мĕнпур спорт телеканалĕсемпе трансляцилерĕç.

Хаваслă йăл кулă, ырă кăмăл-туйăм, чун ăшши уççăн палăрчĕç çавăн чухне. Раççей патшалăхĕн пуçлăхĕ тата мĕнпур хăна форума йĕркелес тĕлĕшпе туса ирттернĕ ĕçе, эпир спорта мĕнлерех юратнине, Чăваш Ен халăхĕн ырă кăмăлĕпе тараватлăхне тивĕçлипе хакларĕç. Паянхи куна республикăра пурăнакан халăхăн 36 проценчĕ спортпа чăннипех те туслă. Çавна май сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансен шучĕ çитес çул та пысăкрах пуласси пирки эпĕ иккĕленместĕп.

Хисеплĕ ентешĕмĕрсем!

Паян эпир асра юлнă çутă пулăмсемпе пуян Культура çулне ăсатса яратпăр. 2015 çула Раççейре Литература çулталăкĕ, Чăваш Енре вара - çуралнăранпа 125 çул çитнине чысласа, Константин Иванов çулталăкĕ тесе йышăннă. Хальхи чăваш литературин никĕслевçин хайлавĕсем этеме, тăван çĕре, чăваш халăхĕн авалхи йăлисемпе пурнăç йĕркине тата унăн сайра йышши культурине чунтан юратса хисеплемеллине ăса хывма вĕрентеççĕ. Пирĕн пулас несĕлĕмĕрсем тивĕçлĕ граждансем, Тăван çĕр-шывăмăрăн чăн-чăн патриочĕсем пулса çитĕнччĕр, унпа мăнаçланччăр, унăн ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхне паттăррăн хỹтĕлеме пултарччăр тесен пирĕн çав улшăнми хаклăхсене çитес ăрусемшĕн сыхласа хăвармалла.

Çĕнĕ çул пирĕншĕн пуриншĕн те ырă шанăçпа тата савăнăçпа, çĕнĕлĕхсемпе тата манăçми туйăмсемпе тулли пултăр. Шухăшласа хунă мĕнпур ĕмĕт пурнăçлантăр тата пĕтĕм ырă пуçарурах ăнăçу тата çитĕнỹ пирĕнпе юнашар пулччăр! Сире телей, сывлăх, тăнăçлăх тата юрату сунатăп!

Çĕнĕ çул ячĕпе, хаклă туссем!

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.ИГНАТЬЕВ.

 

АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика