АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ăшшăн саламлатăп

08:07 01 января 2015 г.

 

Потребкооперацин хисеплĕ ĕçченĕсемпе ветеранĕсем!

Сире пурне те 2015 çулпа тата Христос çуралнă кун ячĕпе ăшшăн саламлатăп. Сывлăхăрсем çирĕп, кун-çулăрсем вăрăм та телейлĕ пулччăр, вăй-халăрсем çăл куç шывĕ пек тапса çеç тăччăр. Самана таппипе тан утнă май, çынсен кăмăлне шута илсе ĕçе йĕркелесе, производство хăватне ỹстерсе çĕнĕрен çĕнĕ таварсем сентресем çине кăлартăмăр. Иртнĕ çулхи çурла уйăхĕнче "Ача-пăча тĕнчи" суту-илỹ комплексне уçрăмăр. Çакă хушма ĕç вырăнĕсем тума май пачĕ. Çулленех суту-илỹ точкисене юсаса хитре сăн кĕртетпĕр. Пĕр шухăш-кăмăлпа вăй хунăшăн тав тăватăп сире. Малашне те хастар, пуçаруллă пуласса шанса тăратăп. Çемйĕрсенче яланах килĕшỹ, юрату пултăр, Качака çулĕ ырă та пархатарлă туйăмсем патне ăнтăлма хевте патăр.

Вячеслав ФЕДОРОВ, "Тăвайри кооператив" потребобщество совечĕн председателĕ.

 

АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика