АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Çулталăкри ĕçсене пĕтĕмлетрĕç

08:19 30 декабря 2014 г.

 

Район администрацийĕн пĕчĕк залĕнче иртнĕ тунти кун ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем çулталăкри ĕçсене пĕтĕмлетрĕç. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Ванерке ертсе пычĕ.

Пухăннисем Çĕнĕ çулпа Раштав уявĕсене районта инкексĕр ирттересси çинчен калаçрĕç. Канмалли кунсенче ятарлă службăсем мĕнле ĕçлесси пирки полици уйрăмĕн начальникĕ В. Обаськин, надзор ĕçĕсен пайĕн ертỹçи В.Михайлов, Тăвайри газ участокĕн начальникĕ В.Семенов, "МРСК Волги" обществăн районти филиалĕн руководителĕ Т. Иванов, "Энергосеть" тулли мар яваплăхлă общество директорĕ Г.Сергеев, Тăвайри больницăн тĕп врачĕ Н.Бурдасова, "СтройТЕК" тата "Ликта" обществăсен ертỹçисем А.Васильевпа Д.Федоров тухса калаçрĕç.

-Хăçан, хăш вăхăтра пулнине пăхмасăр çитменлĕхсене хăвăрт пĕтерме хатĕр пулмалла Çĕнĕ çулпа Раштав уявĕсен кунĕсенче районти ятарлă службăсен, - терĕ Владимир Алексеевич.

Элпуç, Тăрмăш, Тĕмер, Тушкил ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем территорисенчи пушар хуралĕн работникĕсем вут-кăварпа кĕрешме кирек хăш вăхăтра хатĕр пулни пирки пĕлтерчĕç.

Уявсен программипе социаллă аталанупа архив ĕçĕн пайĕн начальникĕ Н.Чайкина паллаштарчĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн елки Тăвайри культурăпа кану çуртĕнче январĕн пиллĕкĕмĕшĕнче пулать.

Г.ЕГОРОВА.

 

АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика