АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Терроризма хирĕçлекен комисси канашланă

08:09 26 декабря 2014 г.

 

Район администрацийĕн пĕчĕк залĕнче терроризма хирĕçлекен комиссин ларăвне ирттернĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Ванерке ертсе пынă.

Çĕнĕ Çул тата Раштав уявĕсене ирттернĕ чухне çынсен пурнăçне хăрушлăх кăларса тăратакан пулăмсем ан пулччăр тесе тимлемелли пирки сỹтсе явнă пухăннисем. Полици уйрăмĕн начальникĕн çумĕ Б.Борисов, пушар чаçĕн ертỹçине пулăшакан В.Ананьев, Тăвайри больницăн тĕп врачĕ Н.Бурдасова, "Коммунальник" тата "Электросеть" тулли мар яваплăхлă обществăсен директорĕсем Ю.Ефимовпа Г.Сергеев, Тăвайри газ участокĕн начальникĕ В.Семенов тухса калаçнă.

Предприятисемпе организацисен ертỹçисене, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене харпăр хăй территорийĕсенче терроризмла пулăмсем ан пулччăр тесе контроллесех тăма хушнă.

Ларура 2015 çулхи ĕç планне çирĕплетсе хăварнă.

В.ВАСИЛЬЕВ.

 

АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика