АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Çулталăкри тĕллевсене пурнăçламалла

10:32 23 декабря 2014 г.

 

Тунти кунхи лару район администрацийĕн пĕчĕк залĕнче пулчĕ. Унта иртнĕ эрнери ĕçсене пăхса тухрĕç, умра тăракан тĕллевсем пирки сăмах пуçарчĕç.

Декабрĕн 23-мĕшĕнче районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕсем виçĕ ыйту пăхса тухаççĕ.

Декабрĕн 24-мĕшĕнче çул-йĕр çинчи куçăм хăрушсăрлăхлă пултăр тесе тимлекен комиссин пухăвĕ пулать. Çав кунах ял хуçалăх предприятийĕсен тата хресчен фермер хуçалăхĕсен ертỹçисем çурхи ĕçсене хатĕрленес ыйтăва сỹтсе явма пуçтарăнаççĕ.

Декабрĕн 25-мĕшĕнче наркотикла япаласемпе усă курассине сивлеме хистекен комисси хăйĕн ĕçне пĕтĕмлетет.

Декабрĕн 26-мĕшĕнче Тăвай ялĕнче туса пĕтернĕ шкул çулчченхи "Асамат кĕперĕ" ятлă учрежденине уçаççĕ.

-Çулталăк вĕçлениччен пĕр эрне кăна юлчĕ. Ял тăрăхĕсен тата район бюджечĕн тупăш пайне пурнăçлас тĕллевĕмĕре пурнăçламалла, - палăртрĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Ванерке.

Патшалăх услугисем илме пулăшакан пĕрлехи порталта регистрацилессине активлăлатмалла. Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 70 çул çитнĕ май хатĕрлекен Асăну кĕнекине пичете памалли ĕçсене вĕçлемелле. Пушар хăрушсăрлăхĕн правилисем пирки те манмалла мар. Çĕнĕ çул уявĕсем район территорийĕнче инкексĕр иртчĕр тесе тивĕçлĕ мерăсем йышăнмалла.

Юлашкинчен полици уйрăмĕн начальникĕ В.Обаськин, надзор ĕçĕсен пайĕн ертỹçи В.Михайлов, Тăвайри больницăн тĕп врачĕ Н.Бурдасова тата ыттисем тухса калаçнă.

Г.ЕГОРОВА.

 

АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика