АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Патшалăх пулăшăвĕ кирлех

15:41 19 декабря 2014 г.

 

Патшалăх пулăшнипе тата инвестицисем хывнипе халĕ республикăра çĕнĕ йышши выльăх-чĕрлĕх фермисем тăваççĕ. 2006 çултанпа выльăх ĕрчетнĕ çĕрте 214 инвестици проектне пурнăçласа пыраççĕ, çав шутран 2014 çулта 12-шне ĕçе кĕртнĕ, вĕсенчен - 6-шне хресчен-фермер хуçалăхĕсем.

Кăçал Патăрьел районĕнчи "Красное знамя" ЯХПКра тата "Батыревский" ХАОра 200 пуç ĕне вырнаçмалăх вите, "Вăрнарти аш-какай комбиначĕ" УАОра 300 пуç ĕне выльăх самăртмалли цех хута янă, "Труд" ЯХПКра (Патăрьел районĕ) 100 пуç ĕне вырнаçакан витене тĕпренех улăштарса çĕнетнĕ.

Çак кунсенче Канаш районĕнче В.М.Никонов фермер хуçалăхĕнче 100 пуç ĕне вырнаçмалăх ку чухнехи ферма ĕçлеме пуçланă. Атăлçи федераллă округра Чăваш Ен ĕçе пуçăнакан фермерсемпе çемье фермисене пулăшмалли ятарлă программăсене явăçтарассипе лидерсенчен пĕри шутланать. Виçĕ çулта пулăшу программипе килĕшỹллĕн конкурссенче çĕнтернĕ 151 фермер хуçалăхĕ 159,09 млн. тенке, 16 çемье ферми 91,07 млн. тенке тивĕçнĕ.

Кăçал пирĕн районта 4 фермер хуçалăхĕ патшалăх грантне илме тивĕçлĕ пулнă. Раççей Президенчĕ Федераци Пухăвне янă Çырăвĕнче малашне те фермер хуçалăхĕсене пулăшса пыма шантарать.

(Хамăр инф.).

 

АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика