15:41 19 декабря 2014 г.
Тепĕр çул сентябрĕн 13-мĕшĕнче пирĕн республикăра суйлав пулать. ЧР Пуçлăхне, вырăнсенчи хăй тытăмлăх органĕсен ертỹçисене суйлаççĕ. Суйлава хатĕрленмелли ĕçсем пуçланнă, тесен те йăнăш мар.
Иртнĕ кунсенче пирĕн районта участоксенчи суйлав комиссийĕсен членĕсем пухăнчĕç. Ку семинара районти территори суйлав комиссийĕ йĕркелерĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке, ЧР Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ А.Цветков, Чăваш Ен Тĕп суйлав комиссийĕн консультанчĕ О.Федорова тухса калаçнă, ыйтусем çине хуравланă.
В.ВАСИЛЬЕВ.
АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии