АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Пуçланă ĕçсене вĕçлеме вăхăт

09:09 16 декабря 2014 г.

 

Йăлана кĕнĕ планеркăна тунти кун район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке ертсе пынă.

Ку эрнере, декабрĕн 17-мĕшĕнче, районта пĕрлехи информаци кунĕ пулать. Тĕп темăсенчен пĕри - Раççей Президенчĕ В.В.Путин Федераци Пухăвне янă Çыру. 2015 çул тата 2016-2017 çулсем таранчченхи республика бюджетне, Чăваш Ресрубликин халăха социаллă пулăшу памалли хушма мерăсене, Чăваш Республикин ялсенчи культура учрежденийĕсене аталантармалли тата Чăваш Республикин культурăпа туризма çĕнетмелли мерăсем çинчен калакан Указсене пурнăçа кĕртнине, Чăваш Республикин территорийĕнче пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнма хистекен мерăсене, республикăри пичет кăларăмĕсене мĕнле çырăннине сỹтсе яваççĕ.

Çак кун Тушкилте çĕнетнĕ спорт зал уçăлать.

Декабрĕн 18-мĕшĕнче Çĕнĕ Ишпуç тата Вăтаяль ялĕсенче фельдшерпа акушер пункчĕсем ĕçлеме пуçлаççĕ.

Декабрĕн 19-мĕшĕнче Тăвайри культурăпа кану центрĕнче, 15 сехетре Культура çулталăкне вĕçлекен чаплă концерт пулать.

Çавăн пекех ку эрнере экономика Канашĕн ларăвне пухăнаççĕ.

"Çулталăк вĕçленесси çур уйăх кăна юлчĕ. Пурлăх, çĕр, транспорт налукĕсем пухассипе çав-çавах çитменлĕхсем пур. Вĕсене пĕтерме васкамалла", - тенĕ Владимир Алексеевич планеркăра. Тата ытти тивĕçсене те асра тытма сĕннĕ вăл.

Полици уйрăмĕн начальникĕ В.Обаськин, надзор ĕçĕсен пайĕн инспекторĕ А.Симуков, Тăвайри больницăн тĕп врачĕ Н.Бурдасова васкавлă службăсен ĕçĕ пирки пĕлтернĕ.

Г.ЕГОРОВА.

 

АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика