10:42 12 декабря 2014 г.
Хаклă ентешĕмсем!
Сире Раççей Федерацийĕн Конституцийĕн кунĕ ячĕпе саламлатăп!
Çĕр-шывăмăрăн Тĕп Саккунĕ Раççейĕн кашни гражданинĕн прависемпе ирĕкĕсене гарантилет, демократи обществин аталанăвне çирĕп никĕслет. Вăл патшалăх кашни çыншăн пысăк пĕлтерĕшлĕ, гуманизм, тĕрĕслĕх тата пĕртанлăх принципĕсем çинче никĕсленнĕ халăхсене хỹтĕленине сăнарлать. Вăлах гражданла тăнăçлăхпа килĕшĕве упракан, демократи институчĕсене çирĕплетекен гарант пулса тăрать.
Пĕтĕм Раççейĕпе пĕрле Чăваш Республики, хăйĕн потенциалне пурнăçа тухăçлă кĕртсе, обществăпа экономикăри лăпкăлăхĕпе тăнăçлăхне упраса, мал енне çирĕппĕн утать. Çакăнпа пĕрлех вăл чĕлхене, истори йăли-йĕркине упрама, республикăмăрти тĕрлĕ наци çыннисемпе тĕрлĕ тĕне ĕненекенсем валли аталанма пĕрешкел условисем туса парать.
Пирĕн пĕрлехи пархатарлă ĕçĕмĕр малашне те Раççей Федерацийĕн Конституцийĕнче çирĕплетнĕ ырă тĕллевсене пурнăçлас ĕмĕтлĕ пуласси пирки иккĕленместĕп.
Сире çирĕп сывлăхлă пулма, хамăрăн вăй-хăватăмăра шанма, мĕнпур ырă пуçарура ăнăçу, телей тата ырлăх сунатăп!
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.ИГНАТЬЕВ.
АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии