АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Çулталăка ăнăçлă вĕçлеме хатĕрленмелле

10:44 09 декабря 2014 г.

 

Тунти кунхи ларăва ял тăрăхĕсен ертỹçисем те хутшăннă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке малтан иртнĕ эрнери ĕçсене пĕтĕмлетнĕ.

Декабрĕн 12-мĕшĕнче район администрацийĕн залĕнче депутатсен Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ пулать. Унта 2015 çул валли тата 2016-2017 çулсем таранчченхи Тăвай район бюджетне сỹтсе яваççĕ.

Район администрацийĕн пайĕсем кăçал хăйсем мĕнле ĕçленипе паллаштарнă. Финанс пайĕн начальникĕ А.Сергеев район бюджетне епле пурнăçласа пыни пирки пĕлтернĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕ В.Чайкин ял хуçалăх коллективĕсенче кашни ĕне пуçне талăкра сĕт сунин кăтартăвĕ иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен пысăкрах пулнине палăртнă.

Вĕрентỹ пайĕн начальникĕ О.Ломоносов районти шкулсенчен вĕренсе тухакансем вырăсла сочинени çырни çинчен каласа кăтартнă.

"Çĕнĕ объектсенче ĕçсем малалла пыраççĕ. Вĕсене пурне те палăртнă вăхăтра туса пĕтереççĕ", _ тенĕ строительство, çул-йĕр, коммуналлă хуçалăхпа пурăнмалли çурт-йĕр пайĕн начальникĕ Т.Дьяконова.

Ялсенчи урамсене юртан вăхăтра тасатса тăма, налук пухассине вĕçлеме, çĕнĕ çул уявĕсене инкексĕр ирттерсе ярассине тимлеме йышăннă.

Полици уйрăмĕн начальникĕ В.Обаськин, надзор ĕçĕсен пайĕн начальникĕ В.Михайлов, Тăвайри больницăн тĕп врачĕ Н.Бурдасова, выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци начальникĕ А.Шакин, "Аль" спорткомплекс директорĕ А.Кириллов, нумай функцильлĕ центр директорĕ Н.Перцев тухса калаçнă. Налук тỹлекенсемпе ĕçлекен пай ертỹçи В.Алексеева районти çынсенчен тата 450 пин тенкĕлĕх _ çĕр, 229 пин тенкĕлĕх пурлăх налукĕсем пухмалли юлни çинчен каланă.

Г.ЕГОРОВА.

 

АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика