АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăнаççĕ

10:29 09 декабря 2014 г.

 

РФ Президенчĕн В.Путинăн сĕнĕвĕпе килĕшỹллĕн декабрĕн 12-мĕшĕнче - çĕр-шыв Конституцийĕн кунĕнче - Пĕтĕм Раççейре халăха хăйĕн ыйтăвĕпе йышăнмалли кун иртет. Вырăнти вăхăтпа 12 сехетрен пуçласа 20 сехетчен Раççей Президенчĕн регионти йышăну пỹлĕмĕнче кунта килнĕ çынсен ыйтăвĕсене федерацин территорири патшалăх влаç органĕсен, республикăри ĕç тăвакан влаç тытăмĕсен тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ертỹçисемпе специалисчĕсем е вĕсен уполномоченнăйĕсем, юристсем уçăмлатма пулăшĕç. Йышăнăва чĕрĕ черет мелĕпе йĕркелеççĕ, çумра паспорт е хăв кам пулнине ĕнентерекен урăх документ пулмалла.

Йышăну пỹлĕмĕсем ăçта тата мĕнле ĕçлени пирки патшалăх влаçĕн тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен официаллă сайчĕсенче тĕплĕн пĕлтернĕ.

Çав кун районти ял тăрăхĕсенче, район администрацийĕнче 12 сехетрен пуçласа 20 сехетчен граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăнаççĕ.

И.ИВАНОВ.

 

АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика