АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Çырури санăн сĕнỹ

09:21 25 ноября 2014 г.

 

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăн Патшалăх Канашне яракан Çырăвне хатĕрлессипе малалла ĕç пырать. Асăннă документа хатĕрлеме ĕç коллективĕсенчен, обществăлла организацисемпе уйрăм граждансенчен сахал мар сĕнỹ пырать.

Республикăра пурăнакансем Чăваш Ен Правительствин тĕп ĕçĕсенчен пĕри халăха эрехпе иртĕхнинчен эффективлă хỹтĕлесси тата сывă пурнăç йĕркине пропагандăласси пулса тăрать тесе шутлаççĕ. Çапла, Шупашкар çынни Станислав Раймов обществăра "Урăлăх моралĕ" туса хуни пĕлтерĕшлĕ пулассине палăртать. Çак шута пĕлỹ те, йăла-йĕрке те, правилăсемпе саккунсене пăхăнасси те, ăслайпа хăнăхусем те, тĕллевлĕ ĕçлени те кĕрет ун шучĕпе. Тишкерỹсем тума тата ăна çынсем патне çитерме пĕлни те кĕрет. Станислав Николаевич Урăлăх палăртăвне те пĕтĕмлетет.

Ун шухăшне ыттисем те - Чăваш Ен тĕп хулинче пурăнакан Марина Соколова та, Атлашевăри вăтам шкулăн вунпĕрмĕш класĕнче вĕренекен Святослав Петров та ырлаççĕ. Тĕслĕхрен, Святослав шкул психологĕ ирттерекен Урăлăх урокĕсем пысăк усă пама пултарасса ĕненет, вĕсен профилактика эффекчĕ пысăк пулнине палăртать.

Мускав хулинчи "6 №-лĕ специализациленĕ ача çурчĕн" директор çумĕ Вячеслав Ильин Раççей регионĕсенче чăвашсен ентешлĕхĕсен ĕçне активлатма сĕнет. Кашниех хăйĕн çуралса ỹснĕ кĕтесне юратать, кашнинех хăйĕн пурнăç çулĕпе шăпи. "Ăçта пурăнсан та - çывăх чикĕ тулашĕнче, Ирĕклĕ Патшалăхсен Пĕрлешĕвĕнче е Мускавра - çынсем пĕрех пĕрлешмелли майсем шыраççĕ", - пĕлтерет хăй шухăшне Вячеслав Михайлович.

Çынсен социаллă хỹтлĕхне ỹстерессипе нумай сĕнỹ параççĕ. Уйрăммăн илсен, нумай ачаллă çемьесенчи ачасем шкулчченхи вĕренỹ учрежденийĕсене çỹренĕшĕн 50 процент компенсаци парассине республика шайĕнче йышăнма сĕнет Çĕмĕрлери Татьяна Зайцева.

Республикăра пурăнакан Валентина Рязанова "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" ята илме кирлĕ ĕç стажне пĕчĕклетессе кĕтет.

Йăла, çул-йĕр тăвассипе тата пăхса тăрассипе, кивелнĕ шыв сечĕсене улăштарассипе ыйтусем пур. Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева ялта фельдшерпа акушер пункчĕ уçас ыйтăва татса пама пулăшнăшăн тав тăваççĕ, çакăн пĕлтерĕшне палăртаççĕ.

(Хамăр инф.).

 

АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика