11:07 18 ноября 2014 г.
Ĕнер район администрацийĕн пĕчĕк залĕнче лару иртнĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Ванерке ертсе пынипе Тăвай енри предприятисемпе организацисенчи коллективсен, ял тăрăхĕсен ертỹçисем хыçа юлнă эрнери тата малашнехи ĕçсене сỹтсе явнă.
Ноябрĕн 19-мĕшĕнче районта Пĕрлехи информаци кунĕ пулать. Шупашкартан информушкăн тата ЧР Министрсен Кабинечĕн председателĕ И.Моторин килеççĕ.
ЧР пурăнакан граждансене тỹлевсĕр юридика пулăшăвĕ памалли патшалăх политикине пурнăçа кĕртессине, ял хуçалăх çулĕн пĕтĕмлетĕвĕсем, усă курман çĕрсене ĕçлесе хатĕрленин калăпăшĕсем çинчен сỹтсе яваççĕ. Вĕрентỹ учрежденийĕсенчи пĕтĕм Раççейри "Ачасене право пулăшăвĕ памалли куна" лайăх йĕркелесшĕн. Нумай функциллĕ центрсенче патшалăх тата муниципаллă пулăшусем мĕнле панине пăхса тухаççĕ. Патшалăх тата муниципаллă пулăшусем паракан Пĕрлехи порталта регистрациленмелле электронлă майпа хăвăр ыйтăвăрсене татса парас тесен. 2014-2015 çулсенче кĕркуннепе хĕлле пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене çирĕп пăхăнасси пирки те хускатĕç Пĕрлехи информаци кунĕнче. Алкогольлĕ шĕвексене усă курнине контрольте тытас, çавна май профилактика мероприятийĕсем ирттерес тĕллевсем çинче те чарăнса тăрĕç.
Информушкăнсем ялсене тухса калаçусем йĕркелеççĕ. Кайран районта пурăнакансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăнаççĕ.
Пĕтĕм тĕнчери ача кунне халалласа ЗАГС уйрăмĕнче ноябрĕн 20-мĕшĕнче тин çуралнă пепкесене регистрацилеççĕ.
Ноябрĕн 21-мĕшĕнче, 14 сехет те 30 минутра район администрацийĕн пĕчĕк залĕнче Чăваш Республикинчи ачасен правипе ĕçлекен уполномоченнăй В.Рафинов граждансене йышăнать.
Район бюджетне пурнăçласа налогсен парăмĕсене татас тĕллевсене сỹтсе явнă ларура. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене ку енĕпе лайăхрах ĕçлеме хушнă.
Тăлăх ачасем валли тăвакан хваттерсен тата шкулчченхи вĕренỹ учрежденин çурчĕсене ăшă парассине вĕçлемелле.
"Выльăх-чĕрлĕхе ăнăçлă хĕл каçарас ĕçсене тивĕçлĕ туса пымалла, техникăна хĕле хатĕрлесе çитермелле", - тенĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕ В.Чайкин.
Вĕрентỹ пайĕн начальникĕ О.Ломоносов шкулсенче кĕçех 2014-2015 вĕренỹ çулĕсенчи олимпиадăсем пуçланасси тата Тушкилти вăтам шкулти спорт зала юсама пысăк сумма укçа-тенкĕ уйăрни пирки пĕлтернĕ.
Полици уйрăмĕн начальникĕ В.Обаськин, надзор ĕçĕсен пайĕн аслă инспекторĕ А.Фролов, Тăвайри больницăн тĕп врачăн çумĕ Т.Игнатьева, "Аль" спорткомплекс директорĕ А.Кириллов тухса калаçнă ларура.
Г.ЕГОРОВА.
АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии