10:59 18 ноября 2014 г.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăн Патшалăх Канашне яракан Çырăвне хатĕрлессипе малалла ĕç пырать. Йăлана кĕнĕ тăрăх асăннă документа хатĕрлеме обществăлла организацисем тата уйрăм çынсем те хутшăнаççĕ.
Малтанхи сĕнỹсем пырса кĕнĕ те ĕнтĕ. Çапла, Чăваш Республикинчи вĕренỹ Институчĕн доценчĕ Альбина Волкова çамрăксен политикине ялан пысăк тимлĕх хума, çитĕнекен ăрăва пур енлĕн аталанма мĕн пур услови туса пама чĕнсе каланă. Ун шухăшĕпе ачасене çамрăкран ĕçе хăнăхтарса ỹстермелле, вĕсем валли тỹлевсĕр кружоксем, секцисем йĕркелемелле, шкулсенче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентессине вырăс чĕлхипе ют чĕлхесенчен кая мар вăхăт уйăрмалла.
Петр Краснов республикăра пысăк тỹлевлĕ ĕç вырăнĕсем туса хурасси приоритетлă пулмалла тесе шутлать. Çакă ăслă, пултаруллă çамрăксене ытларах вырăнта çирĕпленме май парĕ, тет.
Çул куçăмне лайăхлатас, çулсене пăхса тăрас, урамсене çутатас тата ытти ыйтусемпе те хăйсен шухăшĕсене пĕлтернĕ çынсем. Сĕнỹсемпе асăрхаттарусене çак адреспа малалла та йышăнаççĕ: Чăваш Республики, Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт; e-mail:presО@cap.ru "Çырăва хатĕрлеме" ("Для подготовки Послания") тесе кăтартмалла.
АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии