11:11 14 ноября 2014 г.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăн Патшалăх Канашне яракан Çырăва хатĕрлес енĕпе ĕçлеме пуçланă. Çав документра Правительство, Патшалăх Канашĕ, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем, предприятисемпе организацисем малашлăхра мĕнле ĕçлессине палăртĕç.
Çырăва хатĕрленĕ май республикăра пурăнакансен, общество организацийĕсен, граждан обществин ытти институчĕн шухăшне шута илеççĕ. Халăхăн пурнăç пахалăхне ỹстерме чи малтанах мĕн тумалла? Чăваш Ен Пуçлăхĕн мĕнле темăсене ытларах витĕмлемелле?
Сĕнỹсене çак адреспа йышăнаççĕ: Чăваш Республики, Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт; e-mail: pres0@cap.ru - "Çырăва хатĕрлеме".
АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии