АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Тĕллевсене пурнăçламалла

08:47 28 октября 2014 г.

 

Тунти кун район администрацийĕн пĕчĕк залĕнче ял тăрăхĕсен ертỹçисен анлă ларăвĕ иртнĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке хыçа юлнă эрнери ĕçсене пĕтĕмлетнĕ.

Çĕнĕ урамсене электрификацилессине вĕçлеме, пурăнмалли çуртсене хута ярассин планĕсене пурнăçлама, ял тăрăхĕсен территорийĕсенче пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнма, электролинисене тата территорисене тасатма, контейнерсенчи ăпăр-тапăра вăхăтра илсе тухма, комплекслă компактлă строительство программине хутшăнма документсем хатĕрлеме сĕннĕ ларура. Çĕр, пурлăх тата транспорт налогĕсене тỹлессине ноябрьччен вĕçлемеллине тепĕр хут аса илтермелле çынсене.

-Налог мар тупăшсен парăмĕ республикăра 300 миллион тенкĕпе танлашать. Ку суммăпа шкулчченхи виçĕ учреждени тума пулать. Приставсемпе тата налог службисемпе тачăрах çыхăну тытса ĕçлемелле, - палăртнă Республика Пуçлăхĕ район тата хула администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе ирттернĕ видеоконференцире.

Авариллĕ çуртсенче пурăнакансемпе тăлăх ачасем валли тăвакан хваттерсенчи, Тăвайри шкулчченхи учрежденин çĕнĕ çуртĕнчи, Çĕнĕ Ишпуçĕнчи тата Вăтаялĕнчи фельдшерпа акушер пункчĕсенчи ĕçсене хăвăртлатмалла, вĕсене хута ямалла.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕ В.Чайкин, полици уйрăмĕн ертỹçине пулăшакан Б.Борисов, надзор ĕçĕсен пайĕн начальникĕ В.Михайлов, Пенси фончĕн районти управленийĕн начальникĕ Л.Яковлева, "Канашмежрайгаз" филиалăн Тăвайри участокĕн начальникĕ В.Семенов, Тăвайри больницăн тĕп врачĕ Н.Бурдасова, выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци начальникĕ А.Шакин тата ыттисем тухса калаçнă.

Ларăва пĕтĕмлетсе район администрацийĕн пуçлăхĕ руководительсене татах хушусем панă.

Г.ЕГОРОВА.

 

АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика