08:46 28 октября 2014 г.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата Федераллă çул-йĕр агентствин ертỹçи Роман Старовойт октябрĕн 23-мĕшĕнче Муркаш районĕнчи Москакасси ялĕ çывăхĕнче М-7 "Атăл" Мускав-Владимир-Чулхула-Хусан-Ĕпхỹ" автомобиль çулĕн Чăваш Республикинчи 613+000-623+500 километрти реконструкциленĕ учстокĕнчи куçăма савăнăçлă лару-тăрура уçма хутшăннă. Унта çавăн пекех Чăваш Ен транспортпа çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Филиппов тата официаллă ытти çынсем те пулнă.
Республика Пуçлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче юлашки çулсенче çĕнĕрен федераллă магистральсем тума тата реконструкцилесе çĕнетме чылай укçа-тенкĕ хывнине, Чăваш Енре çавăн пекех регионти тата муниципалитетсем хушшинчи трассăсене те çĕнетсе пынине палăртнă.
"Чăваш Енри çул-йĕр строительствин малашлăхсем лайăх: 2018 çул тĕлне, шантарса каланă тăрăх, М-7 тата А-151 федераллă трассăсене 1-Б категорие куçараççĕ, вĕсем отраслĕн çул-йĕр нормативĕсене тивĕçтерме тытăнĕç", - палăртнă Михаил Игнатьев.
Федераллă çул-йĕр агентствин ертỹçи хăй енчен çулăн реконструкциленĕ участокĕнче ĕçленĕ çынсене пурне те - проектантсене, генеральнăй подрядчике тата субподрядлă 9 организацие - тав тунă. "Пире Чăваш Енре ĕçлеме çăмăл. Республика Пуçлăхĕпе, унти транспортпа çул-йĕр хуçалăхĕн министерствипе тачă хутшăнса ĕçлени пире çул-йĕр объекчĕсене срокран маларах та ĕçе кĕртме май парать, уншăн питĕ тав тата Атăл тăрăхĕнчи, Чăваш Республикинчи транспорт инфраструктурин питĕ кирлĕ объекчĕсенчи строительство ĕçĕсене ỹлĕмрен те çакăн пек хăвăртлăхпах туса пырасса шанас килет", - тенĕ Роман Старовойт.
Професси праçникĕ пулнă май, Чăваш Ен Пуçлăхĕ çул-йĕр хуçалăхне çĕнетсе аталантарма пысăк тỹпе хывнисене Тав хучĕсем тата сехетсем парса чысланă.
Журналистсен ыйтăвĕсем çине хуравласа, Михаил Игнатьев М-7 тата А-151 федераллă трассăсене республикăри яллă вырăнсенче çутатса тăнине, çурран каçмалли вырăнсене трасса урлă çỹлтен каçмалла тунине уйрăммăн палăртнă.
Роман Старовойт хăй енчен республикăна 2014 çулта федераллă бюджетран 4 млрд. та 200 млн. тенкĕ уйăрса панине, çитес çул 4 млрд. та 400 млн. тенкĕ пама палăртнине пĕлтернĕ.
М-7 "Атăл" автомобиль çулĕн Мускавран Владимир, Чулхула, Хусан урлă Ĕпхỹне çитичченхи участокне реконструкцилеме юлашки 3 çулта 4,6 млрд. тенкĕ уйăрнă. Ку вăл - тăватă куçăмлă ку чухнехи автотрасса. "Ханты-Мансийскдорстрой" УАО генподрядчик хăйĕн филиалне Чăваш Енре юридически лицо пек регистрациленĕ, çавна май 2013 çулта республика бюджетне налуксен шучĕпе 12,6 млн. тенкĕ, 2014 çулхи 9 уйăхра 13,7 млн. тенкĕ пырса кĕнĕ.
И.ИВАНОВ.
АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии