10:10 21 октября 2014 г.
Иртнĕ эрне кун республикăра сивĕ çумăрпа хутăш йĕпе юр çуни электроэнерги линийĕсене пăрлантарнă. Вĕсем вырăн-вырăнпа татăлнипе Чăваш Енри ялсем çутăсăр ларнă. Элĕк, Вăрнар, Красноармейски, Сĕнтĕрвăрри, Муркаш, Çĕрпỹ, Шупашкар, Етĕрне районĕсенче пурăнакансем тỹснĕ асăннă инкеке. Шупашкар хулинчи хăш-пĕр çуртсенче те электроэнерги системи вăхăтлăха юрăхсăра тухнă.
Чрезвычайлă лару-тăрăва Республика Правительстви тỹрех контроле илнĕ. Электроэнерги системисене юсас тĕллевпе асăннă кун чылайăн вăй хунă.
Сывлăх сыхлавĕн çурчĕсенче электроэнерги ĕçлемен тĕслĕх пулман. "Лесная сказка" кану çуртĕнчисене хăш-пĕрисене урăх çĕре куçарнă, юлнисем валли вĕри апат илсе пырассине хăвăрт йĕркеленĕ.
Октябрĕн 18-мĕшĕ тĕлне электроэнергисĕр 27 ял юлнă. Электроэнерги системи юрăхсăра тухнă зонăна 3 шкулпа 3 ясли-сад та кĕнĕ.
Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хушăвĕпе начар çанталăка пула электроэнерги системи татăлнисене пĕтерме тĕрлĕ службăсене явăçтарнă.
Чрезвычайлă лару-тăруран хăвăртрах тухма Чĕмпĕр (3 бригада), Владимир (3), Пенза (2), Самар (2), Чулхула (2) облаçĕсенчен, Мордови Республикинчен №2№ бригадăсем чĕнсе илнĕ.
В.ВАСИЛЬЕВ.
АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии