АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » "ГТО" нормативĕсем

09:36 14 октября 2014 г.

 

"Спартак" физкультурăпа сывлăха çирĕплетмелли комплексăн стадионĕнче те хаваслăх хуçаланнă форумра. Кунта Пĕтĕм Раççейри "Ĕçпе хỹтĕлеве хатĕр" (ГТО) физкультурăпа спорт комплексĕн нормативĕсене йышăнмалли пĕрлехи кун иртнĕ.

РФ спорт министрĕн çумĕ, Олимп чемпионĕ Павел Колобков, министерствăн физкультурăпа массăллă спорт аталанăвĕн департаменчĕн ертỹçи Марина Томилова, ЧР спорт министрĕн çумĕ Алексей Яковлев, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков уçнă асăннă мероприятие.

Пĕтĕм тĕнчери форум хăнисене чăваш çĕрĕ çинче йышăнни пысăк чыс пулнине палăртнă Алексей Ладыков. Ĕç коллективĕсем "Ĕçпе хỹтĕлеве хатĕр" комплекс тĕрĕслевĕсем витĕр тухни çинчен каласа кăтартнă. Пĕтĕмпе 170 команда, 1700-е яхăн çын хутшăннă унта.

Раççей Геройĕ, виçĕ хут Олимп чемпионĕ, кĕрешỹçĕ, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Александр Карелин, Раççей боксерĕ, тĕнче чемпионĕ, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Николай Валуев, Олимп чемпионĕ Игорь Лавров манăçа тухма пуçланă ГТОна çĕнĕрен чĕртсе тăратма йышăннине ырланă. Çак программа 2017 çулхи кăрлач уйăхĕнче пур çĕрте те старт илесси пирки пĕлтернĕ пĕрлехи кунта.

И.ПЕТРОВ.

 

АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика