09:32 14 октября 2014 г.
"Раççей - спорт патшалăхĕ" форумăн иккĕмĕш кунĕ вĕçленнĕ май РФ спорт министрĕ Виталий Мутко тата ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев журналистсем валли пресс-конференци ирттернĕ.
Форума массăллă информаци хатĕрĕсен 150 ытла представителĕ çутатнă, хăнасен шучĕ - 3 пин çын ытла. Форум программипе килĕшỹллĕн 18 мероприяти иртнĕ. Тĕп вырăнта, паллах, Раççей Президенчĕ çумĕнчи физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе ĕçлекен канаш ларăвĕ.
Спорт общественноçĕ тишкернĕ ыйтусенчен пĕри - ГТО комплексĕ.
Виталий Мутко лаша спорчĕн манежне уçма хутшăннă. "Лаша спорчĕн шкулĕнче вĕренекенсем 14-15 çулсенче кăна, пĕри вара халех спорт мастерĕн кандидачĕ, теприсен - 1, 2-мĕш разрядлисем!" - пĕлтернĕ Виталий Леонтьевич.
Шупашкарти Пăр керменне те, маунтинбайк комплексне те туса пĕтерме шантарнă вăл. "Республикăра спортăн 12 тĕсне аталантараççĕ, çавăнпа çĕр-шывăн пĕрлештернĕ командисен йышĕнче Чăваш Ен яшĕсемпе хĕрĕсем те пулĕç", - тенĕ РФ спорт министрĕ.
Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пысăк спорт мероприятийĕ ирттерме шаннăшăн Владимир Путин Президента, Виталий Мутко министра тав тунă.
Чăваш халăхĕн 36 проценчĕ спортпа туслă, спорт шкулĕсене 31 пин ачапа çамрăк çỹрет.
2018 çулта Раççейре иртекен футбол чемпионачĕ пирки каланă май министр ют çĕр-шывсенчен килекен командăсене çирĕм регион йышăнассине пĕлтернĕ. Пĕри Шупашкарта тĕпленет. Командăсем хăш регионта пулассине хăйсем суйласа илеççĕ.
"Тĕнче спорчĕ паян пысăк улшăнусем умĕнче. Сумлă форумсем иртмелле. Пирĕн çав улшăнусене асăрхамасăр юлмалла мар", - хăйĕн шухăшне пĕлтернĕ Виталий Леонтьевич.
Региона çĕр-шыв президенчĕ килни питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Эппин, Чăваш Енпе кăсăкланаççĕ. Çакă республикăра пурăнакансен кăмăлне те хавхалантарать. Форумри мероприятисем нумайлăха вĕсен асĕнче юлĕç.
Пĕтĕм тĕнчери "Раççей - спорт патшалăхĕ" форум Чăваш Енре тĕнчери 20 çĕр-шыв представителĕсене, РФ 81 субъектне пĕр çĕре пухнă. Мероприятире аккредитациленĕ 2767 çын пулнă.
Форум ĕçне Раççей Правительствин членĕсем, Патшалăх Думин депутачĕсем, федерацири тата регионсенчи влаç органĕсен ертỹçисем, пĕтĕм тĕнчери тата Раççейри физкультурăпа спорт организацийĕсем, Олимп тата паралимп юхăмĕсем, наука тата бизнес пĕрлешĕвĕсем хутшăннă.
К.СИДОРОВ.
АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии